01 апреля 2009 г.
Иртнĕ шăматкун ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем хушшинче иртнĕ турнир района каллех чемпионсем парнелерĕ. Раççей Федерацийĕн Аслă судăн судйин Вячеслав Яковлевăн тата депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕн – «Попутчик» тулли мар яваплă обществăн директорĕн Александр Петровăн – парнисемшĕн иртнĕскере пĕтĕмпе 156 кĕрешÿçĕ тухнă. Вĕсем Удмуртирен, Шупашкар тата Канаш хулисенчен, Вăрмар, Канаш, Патăрьел, Шупашкар, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Йĕпреç районĕсенчен килсе çитнĕ.
Хăнасем те сумлă, учредительсемсĕр пуçне – самбо енĕпе тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ В.Белов, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Чăваш енри федерацийĕн вице-президенчĕ И.Григорьев, ЧР Спорт министерствин ачасемпе çамрăксен 5-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Ю.Ярусов, Вăрнар райпо канашĕн председателĕ В.Федоров, «Единая Россия» партин регионти исполкомĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.Воробьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕн Павел Семеновăн помощникĕ В.Семенов тата ыт.те.
Турнира уçнă май тренерсене, спорт аталанăвне сумлă тÿпе хывакан предприяти ертÿçисене Хисеп грамотисем тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть Атăлçи федераци округĕнче кĕмĕл медальсене çĕнсе илнĕ Вăрнар хĕрĕсем Ирина Львовапа Анжела Колпакова – Вячеслав Яковлевран кĕсье телефонĕсене йышăннă.
Харпăр хăй виçе категорийĕнче вăрнарсенчен çак çамрăксем чемпионсем пулса тăнă: Никита Львов, Ирина Львова, Евгений Колпаков, Роман Львов.
Владимир Павлов, Дмитрий Шерстенев, Татьяна Кондратьева – кĕмĕл, Алина Ежова тата Дмитрий Яковлев – бронза призерсем.
Пирĕн кĕрешÿçĕсем Виталий Трофимов, Андрей Павлов, Юрий Львов, Сергей Васильев, Андрей Воробьев, Алексей Степанов тренерсем патĕнче ăсталăха туптаççĕ.