Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » САВАЛИ ЙĂХĔНЧЕН

01 апреля 2009 г.

Ял историйĕ, унăн çыннисем çинчен, несĕл-хурăнташ пирки калаçса ларас тесен Туçи Çармăсра пурăнакансем Адриян Петрович Петров патне каяççĕ. Сакăр вуннăран иртнĕ ĕнтĕ вăл, тĕрĕсрех каласан, сакăр вун виççĕре, анчах та хăйне начарах туймасть, тăнĕ çамрăк чухнехи пекех пулмасан та, нумай астăвать, питĕ килĕшÿллĕ сăмах ваклать. Мĕн тери лайăх ăна итлесе ларма.

– Хăвăрăн ăрату пирки кăна мар, ялти кашни ăрат пирки пит нумай пĕлетĕн-çке эсĕ, – терĕм эпĕ. – Ăçтан пĕлетĕн, кам каласа хăварнă;

– Ачаллах юратнă эпĕ ял историне тĕпчеме, – хуравларĕ Адриян Петрович. – Аслисем калаçнине хăлхана чикеттĕмччĕ. Санăн аслаçу, Константин Григорьевич Григорьев, эпĕ кăсăкланнине курчĕ-ши, пĕррехинче нумайччен калаçса ларчĕ манпа, хăй мĕн пĕлнине мана каласа кăтартрĕ. Ял йăли-йĕркине вăл тытса пыратчĕ, унсăрăн пĕр вилене те пытарман çав вăхăтра. Каярахпа хут çине те çыркаласа пăхма тăнăччĕ эпĕ, анчах манран пиçмерĕ. Халапĕ-юмахĕсемсĕр пуçне çирĕплетекен фактсем те кирлĕ-çке, архивсенче лармалла. Манăн вăхăчĕ те, пĕлĕвĕ те çитеймерĕ...

Калас пулать, кÿршĕ ялсем, Хурăнсур Çармăсра пурăнакансем, «Хурăнсур утăмĕсем» кĕнеке кăларнă. Унăн авторĕсем А.Овчинниковпа В.Марков Хурăнсур Çармăс Туçи Çармăсран уйрăлса тухнă ял тесе çирĕплетеççĕ. Халĕ ĕнтĕ Туçи Çармăс шкул учителĕсем те хăйсен ялĕн историне тĕпчеççĕ, материалсем пухаççĕ, пĕчĕк кĕнеке кăларма ĕмĕтленеççĕ.

Адриян Петрович – Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ. Унăн ашшĕ, Петр Игнатьев, граждан вăрçинче совет влаçĕшĕн çапăçнă. 1942 çулта вăрçа илсе кайнă ăна, Сталинграда хÿтĕлеме çитнĕ вăл, çавăнтах пуçне хунă. Тепĕр çулхине, кĕркунне, вун çиччĕри Адрияна та повестка панă.

– Вăрнарти техникума пухрĕç пире, – каласа парать ветеран. – Запасра тăракан 359-мĕш полк йĕркелерĕç унта. Çавăнта лекрĕм. Мускав çывăхне, Люблино хули патне илсе кайрĕç пире. Ун чухне вăл тăрăхсене нимĕçсенчен тасатнăччĕ паллах...

Каярахпа А. Петрова НКВДăн ятарлă чаçне куçарнă. Белорусси, Украина, Латви, Литва çĕрĕсене ирĕке кăларнă çĕрте çапăçнă, Хĕвелтухăç Пруссинче Кенигсберг (хальхи Калининград) тата ытти хуласене илнĕ çĕре хутшăннă. Çĕнтерÿ кунне те çавăнтах кĕтсе илнĕ вăл. Анчах та вăрçă пĕтсен те тата пилĕк çул, 1950 çулхи кĕркуннечченех, çар хĕсметĕнче тăма тивнĕ Адриян Петрович Петровăн.

– Маншăн чи хаклă медаль – «Тăван çĕршывăн 1941-1945 ç.ç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» текенни, – кăтартать мана ĕçпе вăрçă ветеранĕ. – Йывăр пулнă пире, çамрăксене, вăрçăра. Хуçăлмарăмăр, çĕнтертĕмĕр... Пирĕн ял пĕчĕк пулман, нумай кĕрнеклĕ арçын вăрçă хирне тухса кайрĕ. Кашни кун тенĕ пекех ял тăрăх салтак юрри янăратчĕ. Хăшĕсем таврăнаймарĕç, хăшĕсем аманса, сусăрланса килчĕç. Сыввисем те çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕç. Ялĕпе те халĕ эпир, вăрçă ветеранĕсем, иккĕн кăна, - салхуллă пăхрĕ ман çине Адриян Петрович. – Эпĕ те ман пичче Хĕритун... Харитон Петрович манран та аслăрах, пурăнать-ха тепĕр урамра. Пурăнасчĕ-ха, мăнуксем ÿссе çитĕннине курасчĕ...

Вăрçăран килсен Адриян Петрович тăван ялти хĕрех качча илнĕ. Перасковья Марковна Маркова вăл. Халĕ юратнă мăшăрĕ те сып-сывах, упăшки калаçăвне тимлĕ итлесе ларчĕ, ачисем пирки ыйтса пĕлме тăрсан кăна ун-кун сăмах чĕнкелерĕ, тÿрлеткелерĕ. Мĕн калăн, амăшĕсĕр пуçне кам лайăхрах пĕлтĕр-ши хăйĕн ачи-пăчине;

Вун çиччĕре вăрçа тухса кайнă каччăн вăтам пĕлÿ пулман, вăрçă хыççăн вĕренме тивнĕ унăн. Чулхулара бухгалтерсен шкулне куçăмсăр майпа пĕтернĕ. Ун чухнехи «Красный трактор», кайран Суворов ячĕпе хисепленекен колхозра ĕçленĕ. Бригадир та, ферма заведующийĕ те, бухгалтер та, лесник те, платник те пулнă вăл. Мăшăрĕпе пилĕк ача çуратса çитĕнтернĕ. Вĕсен йышĕнче бухгалтер та, библиотекарь те, учитель те, врач та пур.

– Пирĕн йăх – Савали йăхĕ, – тет Адриян Петрович. – Малашлăхĕ пур унăн. Акă хампа юнашарах икĕ мăнук çитĕнет. Çакă паха, çакă хавхалантарать. Эпир вăрçăра çапăçни, çемье çавăрса кил-çурт çĕклес тесе тар кăларса ĕçлени сая каймарĕ. Çакă савăнтарать, çавăнпа татах пурăнас килет...

Юлашки сăмахĕсем Адриян Петровичăн чĕтререх тухрĕç. Куççулĕ пурччĕ-ши; Кăтартмарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика