01 апреля 2009 г.
Синоптиксем мартăн 26-мĕшĕнче çанталăкра ырă мар пулăмсем пуласси çинчен прогноз тунăччĕ. Тăвăллă çил тухасси пирки (пĕр çеккунтра 18–23 метр таран çитмелле тесе) чылай малтан асăрхаттарнă май, районта тивĕçлĕ службăсене хăвăрттăн ура çине тăратнă, чрезвычайлă лару-тăру пулас-тăк, вĕсене пĕтерме пурте хатĕр пулнă.
Метеорологи специалисчĕсем пĕлтернĕ пекех, кĕçнерникун тахăш вăхăтра асар-писер çил-тăвăл пуçланчĕ. Кассăн-кассăн вĕрнĕ чух тепĕр çынна та вырăнтан тĕксе хускататчĕ, йывăçсен тураттисене хуçа-хуçа пăрахрĕ – çил вăйĕ самаях пысăкчĕ çав. Район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусем енĕпе тимлекен пайĕн пуçлăхĕ К.Сидоров пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн тăрăхра нимĕн те çĕмĕрмесĕр-аркатмасăр, лăпкăн иртсе каяйман ку çил-тăвăл. Телее, хăрушă инкексемех пулман, ытларах вăл çуртсен тăррисене сиенлетнĕ. Вăйлă çил алхаснипе, акă, Вăрнарта, Пăртасра тата Аçăмçырминче шар курнă. Çак асар-писер кун хыççăн поселокри ача-пăча пултарулăх çурчĕн, Пăртасри шкул котельнăйĕн, Аçăмçырминчи культура çурчĕн (кунта çил шифер листисене 10 енне вистесе кайнă) юсама тивнĕ. Пăртасри шкул котельнăйĕнче вара 2 метр тăршшĕ тĕтĕм çулĕ те сиенленнĕ.
Халĕ çил-тăвăлтан шар курнă вырăнсенче юсав ĕçĕсене васкавлăн ирттереççĕ.