28 марта 2009 г.
Çуркунне, çулсем япăх, апла пулин те хăш-пĕр водительсем пысăк хăвăртлăхпа çÿреме юратаççĕ çакă, ытти çулхи кăтартусем тăрăх, – чылай инкекĕн сăлтавĕ. Çак вăхăтра, уйрăмах каçхине, тимлĕрех пулмалла та...
Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хамăр районта та, акă, ытларикун, мартăн 24-мĕшĕнче, Калинино – Шупашкар автоçул çинче хăрушă инкек пулса иртнĕ. 19 сехет те 40 минутра Хăмăш ялĕ çывăхĕпе «Ниссан-Альмера» ют çĕршывра кăларнă машина пынă. Анчах ку чаплă машина рульне тытса пыракан водитель айăпа кĕнĕ – çак ял патĕнче Услапа çыннине А.-на таптанă. Шар курнă çынна, йывăр суранланнăскере, Вăрнарти тĕп больницăна васкавлăн илсе кайнă. Шел те, унăн пурнăçне çăлса хăварма май килмен.