Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура вучахне упракансен уявĕнче

28 марта 2009 г.

Хастарлăхпа, пултарулăх вăйĕпе, халăх йăли-йĕркине упраса хăварассипе культура ĕçченĕсене тем тесен те çитекен çук. Вĕсем хăйсен çивĕчлĕхĕпе ыттисене те чĕртеççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ мероприятисем, акцисем шутласа кăларса пур ăрăва та вĕсене çăмăллăн явăçтарма пултараççĕ.

Иртнĕ Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкĕнче акă районти культура ĕçченĕсем хăйсен ĕçне ытларах çемье хаклăхĕсене пропогандăлассине халалларĕç, ыр кăмăллăх кунĕсем йĕркелерĕç, вун-вун концертпа кану, ăс-хакăл каçĕсенче, тĕрлĕ конкурс-вăйăсенче халăха культурăпа çывăхлатрĕç тата ыт.те.

Юнкун, профессилле уявпа саламланă май, район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Владимир Прокопьев ку сферăра тимлекенсен пултарулăхри ăнтăлăвĕ пысăк пулнине тата вĕсем ĕçшĕн çунни кашнинче курăннине ырласа палăртнă, пĕлтĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетнипе пĕрлех кĕскен кăçалхи плансем çинче те чарăнса тăнă. Культурăна аталантарас тĕллевпе республикăра вăй илнĕ инноваци çул-йĕрĕ районти клуб учрежденийĕсене чĕртме-çĕнетме пысăк пулăшу парассине каланă.

Поселенисем хушшинчи культурăпа кану центрĕн директорĕ Инна Шашкова тăван отрасле аталантарассине сумлă тÿпе хывакансене, центрта тимлекенсене, Тав хучĕсемпе чысланă.

Çак кунах культура ĕçченĕсем профессири ăсталăха палăртакан çулленхи конкурсра тупăшнă. Кăçалхи участниксем – Шĕнер Ишекри, Калининăри, Кушар Юнтапари, Мăн Элменти, Чăрăшкас Хирлепри тата Чăрăш Ишекри культура çурчĕсен ĕçченĕсем Валерий Григорьев, Елена Мышкина, Надежда Сергеева, Владимир Мураков, Наталья Андреева тата Полина Ильина. Тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерсе 2009 çулхи чи лайăх клуб ĕçченĕ ята Чăрăшкас Хирлепри Наталья Андреева тивĕçнĕ.

Çак кунах тĕрлĕ конкурссен çĕнтерÿçисене те чысланă. Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă «Тăван çĕр» ачасен ÿкерчĕкĕсен конкусĕнче акă Кульцаври, Туçи Çармăсри, Чăрăшкас Хирлепри, Сăкăтри, Шăхальти культура учрежденийĕсем палăрнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи юрăсен конкурсĕнче Калининăри, Волонтерти, Хирпуçĕнчи клубсене чысланă, зонăри тапхăрта ку конкурсра район чысне Мăн Явăшри пултарулăх ушкăнĕ хÿтĕленĕ.

Культура ĕçченĕсен кăçалхи ĕç планĕ те пуян. Шансах тăратпăр, пур мероприятие те вĕсем яланхиллех çÿллĕ шайра ирттерĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика