28 марта 2009 г.
Иртнĕ эрне вĕçĕнче Канаш хулинче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн Г.Смирновăн парнисемшĕн йĕлтĕрçĕсем хушшинче кĕске дистанцире республика чемпионачĕ тата Канаш районĕн уçă первенстви иртнĕ.
Пирĕн районтан унта тăхăр спортсмен хутшăннă.
Спринтерсем виçĕ тапхăрпа ăмăртнă. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ Галина Павлова виççĕшĕнче те чи лайăх результат кăтартнă, çапла республика чемпионки пулса тăнă. Вăл Хисеп грамотине тата хаклă парнене тивĕçнĕ.
Канаш районĕн уçă первенствин йĕркипе иртнĕ тупăшура 4 километрлă дистанцире район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Политов бронза призер пулса тăнă. Унăн Сергей ывăлĕ те, ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекенскер, вăйлисен йышне кĕнĕ. Галина Павлова классика стилĕпе виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем Сергей Павловпа Ирина Тикинева та япăх мар ăмăртнă, вĕсем çурмафинала тухнă.