Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен алă ĕç тупать

28 марта 2009 г.

Ялсенчи вăй питти арçынсем, çав шутран яш каччăсем те, аякра пилĕк авнине ăнланма пулать. Çуралнă тăрăхра ĕç çук-тăк ăçта тăрăшмалла; «Тăван хуçалăх ура çинче çирĕп тăнă пулсан ют çĕре ĕçлеме каймăттăм,– пĕлтерчĕ кÿршĕ ял каччи, виç уйăх каялла салтакран килнĕскер. – Атте пекех механизаторта ĕçлĕттĕм, тыр-пул акса çитĕнтерĕттĕм».

Таса ĕмĕтлĕ, хресчен чунлĕ çамрăкăн пăшăрханăвĕ чĕрене витерет. Тăван тăрăхри хуçалăх арканман пулсан вăл еплерех хастар ĕçлĕччĕ. Малтикас Ялтăрари Евгений Егоров вара тăван ялĕнчех тимлеме май пурришĕн пĕтĕм чунтан хĕпĕртет. Фермăра ĕне сăвакан операторта тăрăшнăшăн укçине те лайăх тÿлеççĕ. «Ĕç пурри яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа ялта тĕпленсе юлма хавхалантарать», – терĕ дояр кăмăллăн. «Юрать, панкрутăн тĕпсĕр çырми патне çывхарнă «Новый путь» кооператива Вăрнарти аш-какай комбиначĕ хÿтте илчĕ, – калаçăва малалла тăсрĕ Аçăмçырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Самуилович Григорьев. – Ÿркенменнисем валли ĕç вырăнĕсем те тупăнчĕç».

Аçăмçырми ял тăрăхĕнче пурăнакансем аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Юрий Алексеевич Попов пирки ырă сăмахсем кăна каланине тăтăшах илтме тÿр килет. Ял хуçалăхне аталантарассишĕн, çынсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелессишĕн тăрăшакан ертÿçе епле хисеплемĕн; Халĕ предприятин Малтикас Ялтăрари хушма хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх 1220 пуç шутланать, пĕлтĕр – 818 пуç пулнă.

Николай Федоров Президент Чăваш ен çитĕнĕвĕ – кашнин пуçарулăхĕнче тенĕ. Аçăмçырми ял тăрăхĕнче тăрăшуллă, мал ĕмĕтлĕ çынсем сахал мар. Валериан Матвеевпа Владимир Иванов фермерсем, пилорама тытакан Юрий Константинов, çăм арманĕн хуçи Николай Ананьев ентешĕсене те пурнăçра сулмаклă утăмсем тума хавхалантармалла. Ĕçчен алă ĕç тупатех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика