Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яла ура çине тăратасчĕ

28 марта 2009 г.

Патша вăхăтĕнче халăх лайăх пурăннă тесе ĕнентерме пикенеççĕ теприсем.

Тĕрĕссипе, хăть хăш ĕмĕрте те ахаль çынсем тулли, телейлĕ пурнăçпа пурăнса курман. Патша вăхăтĕнче те вĕсем тарçăра тĕрмешнĕ, çавна пулах халăхран пысăк çынна тухса историре палăрса юлнисем питĕ сахал. Каярахпа – граждан вăрçи, ун хыççăнах – тĕнче вăрçи. Кам çак вăхăтра пурăннă, пурнăç хакне лайăх ăнланнă. Вăрçă çине вăрçă: кам влаçшăн хирĕçĕве кĕрет, кам патшалăх ирĕклĕхне хÿтĕлесе хăварассишĕн çапăçать. Этемĕн хăйĕншĕн тăрăшма, пурнăçне йĕркелеме вăхăчĕ те пулман.

Мĕншĕн тесен такам тем пайланăшăн ахаль халăха çапăçма хăваланă.

Влаç улшăннă, вăрçăра çĕнтерсе çĕршыв сыхланса юлнă, анчах çынсен пурнăçне лайăх еннелле улăштарасси пурпĕрех кайра тăнă. Акă, яла илер. Çитмĕл çул хушши эртелпе ĕçлеме вĕрентрĕç, пĕр татăк çĕр ытлашши лекмен, уйрăлса тухса кил-çурт çавăрма та паман. Вăрçă хыççăнхи лăпкă вăхăтпа усă курса ура çине тăтăмăр кăна, урăх самана пуçланчĕ, çамрăксен вăхăчĕ çитрĕ. Малашлăха пăхма пĕлмен пуçлăхсене пула пĕр самантра арканса саланчĕ халăх пурнăçĕ.

Мĕн чухлĕ çĕр усăсăр выртать, выльăх-чĕрлĕх фермисем, машинăпа трактор паркĕсем ишĕлсе лараççĕ. Пĕрер гектар çĕр валеçсе пачĕç-ха, анчах эртелпе вăй хума вĕреннĕскерсем, сенĕкпе кĕреçе йăтса уйрăммăн мĕн те пулин акса туса илейĕпĕр-ши; Хуçалăхсен техникине вăрттăн сутса-салатса пĕтерчĕç, ыттине юхăнтарса ячĕç. Ăслăраххисем, укçаллă вырăнта ларнисем, ку лару-тăрура самаях пайталанса юлчĕç-ха. Пĕрне те çапла хăтланнăшăн явап тыттармарĕç, ял çыннисем вара вĕсен «кукшине» кăна курса юлчĕç. Юрать-ха, кашниннех кил карти тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усрама, пахча-çимĕç туса илме май пур – выçса вилмĕпĕр.

Ĕç çуккиех ялти вăйпитти çамрăксене республика тулашне хăвалать. Тепĕр чухне, праçниксем тĕлнелле таврăнсан, фейерверксем ярсах савăнаççĕ-ха пĕр виçĕ-тăватă кун. Апла пулин те пушанса юлакан кил-çуртсен шучĕ кунсеренех хушăнса пырать. Час-часах çул çÿреме тивнĕ те пĕлетĕп: çухатусăр пурăнакансем – Патăрьел тата Комсомольски районĕсен çыннисем. Тÿрех калас пулать, ку районсенче тутарсем те пурăннипе чăвашсем те малалла утма вĕренчĕç. Тутарсем чăнах та эртелпе пĕрлешсе ĕçлеме пĕлеççĕ, ытти районсенче вара вуншар çемье пуçтарăнса, кредитпа техника туянса ĕçлеме хăтланчĕç пулин те, патшалăх шанчăкне туллин пурнăçлаймарĕç.

Халĕ, акă, пĕтĕм тĕнчене финанс кризисĕ килсе çапрĕ. Вăл, паллах, ытларах хуларисене пырса тивĕ. Çынсене ĕçрен хăтараççĕ, хула пурнăçĕ вара укçасăр пĕр утас та уттармасть.

Çак çитменлĕхсем пурте пуçлăхсем ăшă вырăна кĕрсе ларнă хыççăн хăйсен ĕнентерĕвĕсене манса кайнинчен килеççĕ. Сăмахран, колхозсемпе совхозсене аркатса яриччен халăхпа тĕл пулнă, çĕрне тата техникăна темиçе çемье эртелĕсене çирĕплетсе панă пулсан лайăхрах марччĕ-и; Паянхи кун ял хуçалăхĕ çине тимлĕн çаврăнса пăхмасăр, патшалăх политикине ку енĕпе улăштармасăр усăсăр выртакан çĕрсене çывăх çулсенчех пусă çаврăнăшне кĕртме çук. Çĕр çинче ĕçлеме вĕренсе çитнĕ халăха юриех ĕçрен сивĕтни мĕн патне илсе çитернине халĕ пурте ăнланаççĕ, анчах йăнăшсене йышăнма кăна юратмастпăр эпир.

Раççей Президенчĕ Д. Медведев кашни пуçлăхран малашне те паянхи пекех татăклăн ыйтсан, кризисран тухма та, çĕр ĕçне çĕнĕрен чĕртсе яма та шанăç пур. Пирĕн халăх чăннипех те тĕрĕс обществăра, телейлĕ те савăнăçлă пурнăçпа пурăнма тивĕçлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика