28 марта 2009 г.
Амăш сĕчĕпе ăс кĕмен, йĕркеллĕ пурăнас темен çынсене тÿрленме пулăшма йывăр. Пĕрремĕш хут саккуна пăснăшăн çăмăлрах айăпласа юсанма шанăç панине те нумайăшĕ ăнланмасть. Тĕрĕслев вăхăчĕ вĕçленмен-ха, вĕсем каллех суд тенкелĕ çине лараççĕ. Ниçта та ĕçе вырнаçма шутламаççĕ, çамрăклах эрех ытамне лекнĕ... Тÿрленесси çинчен сăмах та çук.
Акă – çакнашкал вун-вун тĕслĕхрен пĕри. Вăрнар çыннисем А.Блохинпа А.Цимбалов (иккĕшĕ те хамăр тăрăхра çуралса ÿсмен) ĕçе çÿремен, çăмăллăн пурăнма юратнă – пĕр сăмахпа, ыттисем тар тăкса ĕçленĕ чух вĕсен кашни кунах – праçник. Иккĕшĕ те условнăй майпа айăпланнăскерсем, тĕрĕслев вăхăтне ирттернĕ. Анчах çак тапхăрта хăйсене япăх енчен кăна кăтартнипе суд йышăнăвĕпе вĕсене обществăран уйăрма – ирĕкрен хăтарма – тивнĕ. Тĕрĕссипе каласан, тĕрĕслев вăхăтĕнче тепĕр преступлени тунă çакскерсем.
Пĕлтĕрхи мартăн 15-мĕшĕнче каç тĕлнелле А.Блохинпа А.Цимбалов пĕлĕшĕсемпе поселокри А.Иванов урамĕнчи пĕр çурт çывăхĕнче пухăннă. Пурте ÿсĕр, эрех «пулăшнипе» вăй кĕрсе кайнă – «паттăрла» ĕçсем тума туртнă, тата ĕçсе çитменни те укçа тупма хистенĕ. Ушкăнра пĕрле пулнă И.Лапшина юнашар подъездра пурăнакан Ефимовсен хваттерне кĕрсе тухма сĕннĕ. Кил хуçи – К.Ефимов – алăка уçсан, ÿсĕр хăнасем ăна ывăлне чĕнме ыйтнă. Вăл çуккине пĕлтерсен те пурпĕрех хваттере вирхĕнсе кĕнĕ, тÿрех укçа тупса пама хушнă. А. Цимбалов вара, те вăйне ниçта чикеймесĕр, те хăратас тесе-ши, К. Ефимова сулахай айăкĕнчен пĕррех çапса панă. Укçа çук тенине ĕненмен вăрă-хурахсем пÿлĕмсенче ухтарма пуçланă. Кил хуçи судра пĕлтернĕ тăрăх, А. Блохин унăн çывăрмалли пÿлĕмĕнче тустарнă: шкафсене тата серванта уçа-уçа пăхнă май ашшĕпе ывăлĕн паспорчĕсене, 1500 тенкĕ, Перекет банкĕн кĕнекине тата ИНН хутне илсе чикнĕ. Çав вăхăтрах И.Лапшина К.Ефимова калаçтарса ларса, аллисемпе хăлаçланса А.Блохин мĕн тунине пытарма тăрăшнă иккен. Вăрăсенчен тепри – А.Цимбалов – урăх пÿлĕме «тĕрĕсленĕ» те, вăл мĕн хăтланнине кил хуçи курса юлайман (каярахпа вăл кĕмĕл вăчăра йăкăртни палăрнă). К.Ефимов хваттере çаратакансем шÿтлеменнине ăнланса сăмах чĕнме хăяйман, хирĕç тăма та шикленнĕ. Тухса каяс умĕн А.Блохин алла çĕçĕ тытнă та (ăна шкафра çакăнса тăракан плащ кĕсйинчен кăларса илнĕ), ун енне тĕллесе: «Паян мĕн пулса иртни çинчен кама та пулин пĕлтеретĕн-тĕк, хăвнах япăх килĕ», – тесе хăратнă. Çакă та ăна шăпăрт ларма хистенĕ.
Камăн тĕрмене ларас килет ĕнтĕ – А.Блохинпа А.Цимбалов та судра айăпа йышăнман, хăйсене хÿтĕлесе суя кăтартусем панă. К.Ефимова никам та çапман, укçа ыйтман, паспортсене пÿрнепе те тĕкĕнмен, шкаф-шифоньер алăкĕсене те шÿтлесе-ашкăнса кăна уçкаласа пăхнă иккен... Апла пулин те, вĕсен айăпĕ шар курнисен, свидетельсен кăтартăвĕсемпе çирĕпленнĕ. Вăрнар район сучĕ А.Блохина – 4, А.Цимбалова 3 çуллăха ирĕкрен хăтарнă, суд залĕнчех тытса чарма, пĕтĕмĕшле режимлă колоние юсанма яма йышăннă.