25 марта 2009 г.
Ÿкессе пĕлнĕ пулсан тÿшек сарса хурăттăм, тенĕ ваттисем. Чăнах та, инкек хăш енчен, хăш вăхăтра тухасса пĕлме çук. Акă, пĕлтĕрхи апрелĕн 21-мĕшĕнче 15-16 сехетсенче С. Ивановпа А.Иванов тата В.Иванов Вăрнарта пушарпа сиенленнĕ йывăç çурта пăсма тытăннă. Çак ĕç хăрушă инкекпе вĕçленессе кам шутланă-ши; Пĕлнĕ пулсан асăрхануллăрах пулĕччĕç те – анчах вăхăта каялла тавăраймăн.
Çапла, иккĕн çурт тăррине хăпарнă, В.Иванов аялта ĕçленĕ. Тахăш вăхăтра С.Иванов çуртăн урам енчи умри стени çине куçнă, аялта çуртпа юнашар кам та пулин пуррипе-çуккине пăхмасăрах, лумпа хăйпăтса пĕренене çĕр çинелле ывăтнă. Кама та пулин сиен кÿресси е тата хăрушăрах – вĕлересси – пуçра та пулман ĕнтĕ унăн, анчах тимлĕх çинчен манман-тăк, хăрушлăха сирсе яма май килĕччĕ. Шел те, пĕрене В.Иванов çине ÿкнĕ, вăл йывăр суранланнă. Çакăн хыççăн арçын кăшт вăхăт иртсен инкек вырăнĕнчех вилсе кайнă.
Хальхи вăхăтра С.Иванов тĕлĕшпе РФ Уголовлă кодексĕн 109-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе малтанхи следстви пырать.