25 марта 2009 г.
Сусăр çынсем те обществăра хăйсене ыттисемпе пĕр тан туйччăр, вĕсен пурнăçĕ тĕрлĕ енлĕ те пуян пултăр тесе республикăра сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Инвалидсем республикăн культура пурнăçне те хастар хутшăнаççĕ, спортпа интересленеççĕ тата ытти те. Ку ыйтăва ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви те пысăк тимлĕх уйăрать.
Нумаях пулмасть Н.Суслонова министр хушăвĕпе республикăра психикăпа неврологи интернатĕнче сипленекенсем хушшинче çулсеренех çуллахи тата хĕллехи тапхăрсенче спорт фестивалĕсене ирттерме йышăннă. Спортăн хĕллехи тĕсĕсемпе ăмăрту Улатăр районĕнче иртнĕ. Унта Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче сипленекен-пурăнакансен команди те хутшăннă. Культура мероприятийĕсенче те, спорт тупăшăвĕсенче те ялан тенĕ пекех чи маттуррисен йышĕнче пулма хăнăхнăскерсем, хальхинче те çĕнтерÿ Кубокне алăран вĕçертмен – пĕтĕмĕшле команда зачетĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Паллах, ку çитĕнÿ çăмăллăн килмен. Калининăсем уйрăм ăмăртусенче очко ытларах пухса пур командăна та парăнтарнă.
Тĕрлĕ районтан килсе çитнĕ командăсем 4 ăмăртура тупăшнă. Хутăш эстафетăра йĕлтĕрпе чупса та, канат туртса та Калининăри психикăпа неврологи интерначĕн командине çитекенни пулман. Хĕрарăмсем хушшинче 2 километрлă дистанцире йĕлтĕрпе чупса Неля Скорева финиша пĕрремĕш çитнĕ.
Çĕнтерÿçĕ-команда – Кубока, уйрăм ăмăртусенче çĕнтернисем грамотăсемпе дипломсене тивĕçнĕ. Интернат администрацийĕ те фестивале хутшăннисене çĕнтерÿпе саламласа, малашне спортпа туслă пулма сунса асăнмалăх парнесемпе хавхалантарнă.