25 марта 2009 г.
Хула-ял поселенийĕсенче саккуна пăхăнса тимленине асăрхаса тăрасси те – прокуратура ĕçченĕсен тивĕçĕ. Нумаях пулмасть Вăрнар район прокуратури Аçăмçырми ял поселенийĕн администрацийĕнче тĕрĕслев ирттернĕ.
Мĕн кăтартрĕ-ха тĕрĕслев; Ял поселени пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Л.С.Григорьев хушăвĕпе акă кунта уборщицăра тимленĕ, Аçăмçырминче пурăнакан В.И.Алексеевана хăй ирĕкĕпе ĕçрен кăларнă. Анчах та тĕрĕслев вăхăтĕнче палăртнă тăрăх, В.Алексеева хăй ирĕкĕпе уборщица должноçĕнчен хăтарма ыйтса заявлени çырман.
Çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 84.1-мĕш статйине пăсса В.Алексеевана ял поселенийĕн администрацийĕнчен уборщица должноçĕнчен хăтарни çинчен калакан хушупа паллаштарса алă пустарман.
Çак тĕслĕхсене тĕпе хурса Аçăмçырми ял поселенийĕн пуçлăхĕ Л.С.Григорьев тĕлĕшпе РФ административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 5.27-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе административлă ĕç пуçарнă, çитменлĕхсене пĕтерме хушса представлени тăратнă.