Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлесе юсанма шаннă

25 марта 2009 г.

Çамрăксен паян урăхларах кумирсем, пурнăç тĕллевĕсем... Нумайăшĕ ытла ир сиенлĕ йăласемпе, саккуна хирĕçле ĕçсемпе çыхланать. Вĕсене пурнăçра вĕрентсе тĕрĕс çул кăтартса пыракан тупăнмасан, чун-чĕрепе ăс-тăн енчен çирĕпленсе çитеймен çамрăксене киревсĕрлĕх «шурлăхĕ» шалалла та шалалла туртса кĕрĕ. Çапах та мĕн хистет-ха яшсемпе хĕрсене, çула çитменнисене преступлени тума (ытларах чухне – ют пурлăха вăрлама); Çемьери ăнăçсăр лару-тăру-и, ыттисем пек тутлă çиес, капăр тумланас килни-и, тен, çамрăк тесе айăплассинчен хăтăлса юласса шанни;..

Акă, Кÿкеçре пурăнакан И.Москвичев 15-ре кăна-ха, тулли мар çемьере – амăшĕпе кăна – ÿсет. 2005 çултанпа Калининăри шкул-интернатра вĕреннĕ. Çапах та, çулĕсемпе çамрăк пулин те, арçын ача суд мĕнне лайăх пĕлет. Пĕлтĕрхи октябрьте Вăрнар район сучĕ ăна Калинино райповĕн «Çавал» столовăйĕнчен тавар вăрланăшăн айăпланă.

Пĕр хутчен те мар, икĕ каç вăрттăн кĕрсе тухнă столовăйне арçын ача. Пĕлтĕрхи май уйăхĕн 26-мĕшĕнче каçхине шкул-интернатра вĕренекенсем яланхиллех 22 сехет иртсен çывăрма выртнă. Пĕр И.Москвичев кăна интернатри кун йĕркине пăхăнман – ыттисем тутлă тĕлĕксем тĕлленсе выртнă вăхăтра вăл «Çавал» столовăй еннелле утнă. Вăрă мĕн тĕрĕс мар выртнине хăвăрт асăрхать тенĕ пекех, арçын ача та çуртăн хыçал енчен столовăйне йăпшăнса кĕме май пуррине чухласа илнĕ. Решеткен тимĕрĕсем хушшийĕ пĕр вырăнта самай сарлакарах пулнă. Çакăнпа усă курнă та вăл, самантранах столовăйăн буфетĕнче хуçаланнă. Куç тĕлне пулнă пушă миххе ярса илнĕ те, сăра кĕленчисене, сигарет блокĕсене иле-иле чикнĕ, çавăнтах чăмлаксемпе виçĕ аш кукли хунă. Каялла вара çав çулпах таврăннă, вăрланă япаласене интернат территорийĕнче пытарнă. Анчах, паллă, шала алăкран кĕреймен – вĕрентекенсем асăрхаса ыйтусемпе тăнран яма пултараççĕ. Ку кăткăс лару-тăрура та тавçăрулăхпа палăрнă И.Москвичев, çывăрмалли корпуса япала типĕтмелли пÿлĕм чÿречинчен кĕнĕ.

Тепĕр каçхине вара унăн... сигарет туртас килсе кайнă. Нумай та вăхăт иртмен, вăл çăвар туллин тĕтĕм мăкăрлантарнă. Сигаретсем ăçтан тупăннă тетĕр – ку хутĕнче те «Çавал» столовăй буфетĕнчен. Вăрă унчченхи каç такăрлатнă çулпах кайса, çăмăллăнах «Балканская звезда» пачкисене йăкăртнă. Хăйĕн ырă кăмăлне кăтартас тенĕ-ши, арçын ача сăрапа тата сигаретсемпе, чăмлаксемпе интернатри ытти хăш-пĕр вĕренекенсене те хăналанă.

Çак вăхăтлăх ырлăх И.Москвичева суд тенкелĕ çине илсе çитернĕ, ăна 120 сехет обязательнăй йĕркепе ĕçлесе юсанма шанăç панă. Анчах çамрăкшăн çакă вĕрентÿллĕ урок пулĕ-ши;

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика