25 марта 2009 г.
Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш наци конгресĕн VII Аслă пухăвĕ ĕçлерĕ. Çиччĕмĕшне, чăвашшăн чи сăваплă хисеп шутланаканнине, Раççейĕн 26 регионĕнчи 650 ытла йăхташ хутшăнчĕ. Унсăр пуçне чикĕ леш енчи ултă çĕршывран делегатсем килчĕç. Сумлă хăнасем те чылай пулчĕç: ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ М.А.Михайловский, Раççей халăхĕсен ассамблейин ертÿçи Р.Г.Абдулатипов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ, çĕршыври чăвашсен наци культура автономийĕн ертÿçи Г.С.Федоров, ЧР культура министрĕ Р.М.Лизакова, ЧР вĕрентÿ министрĕ Г.П.Чернова, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Г.Н.Волков академик тата ытти паллă йăхташсем.
ЧНК Ваттисен Канашĕн мухтавлă çыннисем Н.Е.Наумов, В.К.Кузьмина, В.А.Дедушкин Аслă пухăва килнисене пил пачĕç. Чĕмпĕр хутлăхĕнчи делегатсен пĕр ушкăнĕ Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев палăкĕ умне чечек çыххи хума кайрĕ. Чăваш наци конгресĕн гимне, несĕлĕмĕрсен халăх юррине – «Асран кайми» юрра – ура çине тăрса юрларĕç.
Кун йĕркинче çак ыйтусем пулчĕç: Чăваш наци конгресĕн президенчĕн Г.Н.Архиповăн «Икĕ Аслă пуху хушшинче туса ирттернĕ ĕçсем тата малашлăх тĕллевĕсем çинчен» доклачĕ, «2010 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх Çыравне ирттересси çинчен», «Чăваш наци конгресĕн Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен» çум докладсем, делегатсем тухса калаçни.
ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров сăмахĕнче хăй тытса пыракан патшалăх политикин тĕллевĕсенчен пĕри наци ăс-хакăлне упраса хăварасси пулни пирки палăртрĕ. Çавна май республикăра ку енĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттернине каларĕ. Николай Федоров чăваш ялне упраса хăварас тĕлĕшпе пурнăçлакан программăсене те аса илчĕ. Çутçанталăк газĕ, çемье врачĕн офисĕсем, тĕслĕх библиотекăсем, асфальт сарнă çулсем пирĕншĕн çĕнĕлĕх пулма пăрахрĕç ĕнтĕ. Тата çĕнĕ тĕллевсем тăраççĕ умра. 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе палăртни те çакăнпах çыхăннă пулĕ.
Г.Н.Архипов доклачĕ пирки мĕн калама пулать-ха; Конгресс мĕн туни, ĕçлени – куç умĕнче. Мĕн пуррине пытараймăн. Анчах тата хăш енĕпе ытларах вăй хумалла-ха; Пире мĕн çывăхлатать, пĕрлештерет; Чĕлхе. Ăна упраса хăварас тĕлĕшпе, чĕлхесĕр халăх пулса юлас марччĕ тесе ĕçлемелле. Çапла тума вĕрентÿ ĕçне вăйлатни, наци регион компоненчĕсене каялла тавăрни пулăшĕччĕ.
Наци вăйĕ – халăх пĕрлешĕвĕнче. Вăл çук пулсан пĕр-пĕрне кĕвĕçетпĕр, кураймастпăр, ура хуратпăр пулсан... Акă мĕн пирки çичĕ хут çеç мар çитмĕл çичĕ хут та калаçнă пулĕ, касма – хамăр ĕç-хĕле хак парса тивĕçлĕ йышăну тума – шăпах вăхăт çитнĕ мар-и;
Раççей халăхĕсен ассамблейин ертÿçи Р.Г.Абдулатипов хăйĕн общество майĕпе ĕçлекен организацийĕн ĕç-хĕлĕ тата чăваш халăхĕн пĕлтерĕшĕ пирки чарăнса тăчĕ.
– Çитес çул – Çырав, – терĕ Р.Абдулатипов. – Тахçан Раççейре 800 ытла халăх теттĕмĕр. Вĕсене тĕрлĕ майпа пайласа тухса 165 çеç хăварчĕç. Шухăшласа пăхăр-ха: çавăн чухлĕ культура, пуянлăх, кризиспа кĕрешмелли тĕслĕх! Эпĕ вара Чăваш енре кризиса кĕрес шухăш пуррине туймарăм. Пил паракан ватăсен калаçăвне е халăх артисчĕн юррине итлерĕм-и – вĕсенче хамăр «чăваш» пуррине туйрăм. Эпĕ – авар çынни, анчах пирĕн йăхсем пĕр кăкран тухнă. Пурнăçра чи хăрушши экономика, финанс кризисĕ мар, халăхсен ăс-хакăл кризисĕ, халăх традицийĕсене çухатса пыни. Апла пулас мар тесен хамăр хастарлăха ÿстермелле, çине тăрса ĕçлемелле.
Р.Г.Абдулатипов чăваш халăхĕн пархатарлă ĕçĕ умĕнче пуç тайса, ЧР Президентне Н.В.Федорова Ассамблейăн медалĕпе наградăларĕ.
Г.Н.Волков академик шухăшĕпе, ЮНЕСКО халăхсем пĕтес хăрушлăх пур пирки «чан çапни» чăн чăвашсене пырса тивмест. «Чăваш пулса çитейменнисем çеç кайĕç, хăватлисем, маттуррисем юлĕç. Малашлăха ĕненетĕп, ăна сире курса шанатăп», – терĕ вăл.