21 марта 2009 г.
Мартăн 18-мĕшĕ умĕнхи каçхине Тăвальушкăнь Ялтăра ялĕнче лăпкă пулман. Çынсем канлĕн çывăрнă вăхăтра вăрăсем Калинино райповĕн лавккине тустарнă. «Ĕçе тухиччен» вĕсем тĕплĕн хатĕрленнĕ пулинех, лавккана килекен электричество пралукне те татса янă. Çурта вара чартак урлă, мачча хăмисене илсе кĕнĕ. Ют пурлăха çаратма килнĕскерсем, Калинино райпоне, тавар йăкăртса, 10 пин тенкĕ енне тăкак кÿнĕ.
Вăрăсем «йĕрсене» тем пек пытарма хăтланнă пулин те, милици сотрудникĕсем вĕсене çийĕнчех тупса палăртма пултарнă. Пурте çамрăксем: иккĕшĕ – 19-та, ниçта та ĕçлемеççĕ, тепри – çула çитменскер (шкулта вĕренекен).
Мартăн 14–15-мĕшĕсенче Кÿлхĕрринчи Р.-н çуртĕнчи тумба çинче выртакан «Самсунг–Е220» кĕсье телефонне такам вăрттăн вăрласа тухнă. Хальхинче те йĕрке хуралçисем киревсĕр ĕç тăвакана –24-ри йĕкĕте– хăвăрт тытса чарнă.