21 марта 2009 г.
– В.Д.Данилов çуралнăранпа 85 çул çитнĕ май –
Пурăннă пулсан, Вăрнар тăрăхĕн мухтавлă ывăлĕ Виталий Данилович Данилов мартăн 22-мĕшĕнче 85 çул тултаратчĕ.
Мана В.Даниловпа Вăрнар районĕнче вунă çула яхăн пĕрле ĕçлеме тÿр килчĕ. Пĕрремĕш хут унпа 1963 çулта ĕç пÿлĕмĕнче тĕл пулса калаçни халĕ те асрах. Вăл ун чухне парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче, эпĕ районти финанс пайĕн аслă экономистĕнче ĕçленĕ. Каярахпа Виталий Даниловича райĕçтăвком председателĕн заместительне куçарчĕç, кĕçех ăна ĕçтăвком председательне суйларĕç.
Виталий Данилович мана КРУ контролер-ревизорĕнчен райплана ертсе пыма шанчĕ, çапла ĕçре райĕçтăвком председателĕн заместителĕн шайĕнче усă куратчĕ. Ку вăхăталла В.Данилов республика шайĕнче пултаруллă ертÿçĕ-йĕркелÿçĕ пулнипе палăрса тăратчĕ ĕнтĕ. Унăн ĕç стилĕ, ертсе пырас ĕç меслечĕ питĕ демократиллĕччĕ. Вăл хăйне пăхăнакансене нихăçан та хĕсĕрлесе-пусахласа ĕçлеттермен, вуçех урăхла, хăйĕн авторитечĕпе, ĕçе лайăх пĕлнипе кирек хăш шайри ертÿçĕсене, ĕçтăвком коллективне творчествăллă вăй хума хавхалантарса пыма пĕлетчĕ. Тĕрлĕ канашлусене, планеркăсене, райсовет сессийĕсене, ĕçтăвком ларăвĕсене Виталий Данилович яланах ĕçлĕ лару-тăрура ирттеретчĕ, пурне те харпăр хăй шухăшне калама май паратчĕ. Наукăпа техника çĕнĕлĕхĕсемпе, малта пыракан технологипе кăсăкланатчĕ. Райĕçтăвком председателĕ ертÿçĕсен тата специалистсен ушкăнĕпе ытти облаçсенчи малта пыракан хуçалăхсене час-часах кайса çÿретчĕ, çĕннине хамăр районта пурнăçа кĕртессишĕн хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăватчĕ. «Вăрнар районĕ республикăра яланах малтисенчен пĕри пулнă, унăн малашне те ыттисене ырă тĕслĕх кăтартмалла»,– Виталий Данилович яланах çапла калатчĕ.
Украинăри Черкассы облаçĕнчи Золотоноша районĕпе ăмăртса ĕçленинчен пысăк усă илме тăрăшатчĕ В.Данилов. Çак ăмăртусем, тĕрĕссипе, иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче вăл тÿрремĕнех хутшăннипе пуçланнăччĕ. Икĕ районти Чапаев ячĕллĕ колхозсен ăмăртăвĕнчен пуçланнă туслăх каярахпа районсене те çирĕп пĕтĕçтерчĕ. Район пуçлăхĕсем А.Емельяновпа В.Данилов Золотоношăра темиçе те пулса курчĕç, туссен пуян опытне Вăрнар тăрăхĕнче сарассишĕн нумай тăрăшрĕç. Сăмахран, украинецсен тĕслĕхĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса эпир хамăр районта республикăра чи малтан хуçалăхсен центрĕсенче палăксем çĕклерĕмĕр. Районти тĕрлĕ учрежденисен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем хутшăннипе культура çурчĕсенче халăхпа ĕçлĕ тĕл пулусем ирттерме тытăнтăмăр т.ыт.те.
Виталий Данилович çынсемпе вашаватчĕ, ырă та сăпайлăччĕ. Йышăну кунĕсенче ун патне харпăр-хăй ыйтăвĕсемпе яланах йышлăн пыратчĕç. Хăрушă вăрçа пула юхăннă çĕршыва ура çине тăратассишĕн калама çук пысăк ĕçсем тунă. Ял çыннисен пурнăçĕ çултан çул лайăхланса пычĕ, вĕсем кирпĕч çуртсем çĕклеме тытăнчĕç. Апла пулин те çав çулсенче çĕр кăмрăкĕ, строительство материалĕсем, пÿрт-çурт тăррине витме шифер т.ыт.те тивĕçеймен. Çавна май райĕçтăвком председателĕ строительство материалĕсене район çыннисем валли ытларах уйăрса партарассишĕн Мускав таран та сахал мар çÿренĕ.
Районта строительство индустрине аталантарассишĕн В.Данилов мĕнлерех хыпса çунни те манăçмасть. Хамăр патра вăйлă темиçе строительство организацийĕ йĕркелессишĕн хăйĕн вăй-халне, сывлăхне сахал мар пĕтерчĕ тесе хăюллăнах калама пултаратăп. Республикăри ăмăртура вăрнарсем яланах малти вырăнсене йышăннă. 1973 çулхи кăтартусемпе Вăрнар районĕ парти Тĕп комитечĕн, СССР Министрсен Совечĕн, ВЦСПСăн тата комсомол Тĕп комитечĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне çĕнсе илме пултарчĕ. Çак пысăк çитĕнÿре района 20 çула яхăн ăнăçлă ертсе пынă Виталий Данилович Даниловăн тÿпи те пĕчĕк мар пулнă.
Мухтавлă ентешĕмĕрĕн пуçарăвĕпе, вăл тăрăшнипе Вăрнарта республикăра чи малтанхисен шутĕнче райĕçтăвкомăн чаплă та çĕнĕ çуртне çĕклесе хута янă. Халĕ унта район администрацийĕ вырнаçнă.
Виталий Данилович пултаруллă ертÿçĕ, республикăн патшалăх паллă деятелĕ пулнă. Районта унăн ячĕ-сумĕ пысăкчĕ. Ăна хисепленĕ, юратнă, çынсемпе килĕштерсе ĕçлеме пĕлнинчен тĕлĕннĕ те. Вăл Вăрнар районне чунтан-чĕререн парăннă гражданин пулнă. В.Данилов район историне чи ăслă, ĕçчен те сăпайлă ертÿçĕсенчен пĕри пулнипе кĕрсе юлнă.
Виталий Данилович çĕр çинче ĕçлеме юрататчĕ. 1991 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн хăйĕн сад участокĕнче пысăк тухăçлă пахчаçимĕç, улма-çырла çитĕнтеретчĕ. Вăл çуралса ÿснĕ Туçи Мăратпа, ял-йышпа çыхăнăва татман. Тăван ялĕнче тăтăшах пулатчĕ. Мăшăрĕпе, Ольга Михайловнапа, питĕ тату пурăннă. Вĕсем виçĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Пирĕн ентеш хăрушă вăрçă витĕр тухнă, çапăçусенчи паттăрлăхшăн II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденне, мирлĕ пурнăçра Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав ордена, медальсене тивĕçнĕ. Ăна виçшер хутчен парти обкомĕн членне, Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă.
Икĕ çул каялла мухтавлă ентешĕмĕрĕн чĕри тапма чарăнчĕ. Виталий Данилович вилес умĕн ĕмĕтне пурнăçлама ĕлкĕрчĕ – «Асаилÿсем. Райĕçтăвком председателĕ çырса пынисем» кĕнекене çырса пĕтерчĕ. «Туслăх» ентешлĕх пулăшнипе пĕлтĕр ăна пичетлесе кăларма май килчĕ. «Эпир хамăрăн пĕтĕм вăй-хала тата пĕлĕве халăх пурнăçне лайăхлатассине хывнине пурте пĕлччĕр тетĕп. Пирĕн, çав шутра манăн та, çĕршыв тата халăх интересĕсем яланах малта пулнă»,– тенĕ вăл хăйĕн асаилĕвĕсенче.