Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наталья Кузьмина парнисемшĕн

21 марта 2009 г.

Çанталăк пуçĕпех çур еннелле сулăнчĕ. Апла пулин те йĕлтĕрçĕсем йĕлтĕрĕсене хывма васкамаççĕ-ха. Виçĕмкун акă вĕсем Кив Сăрьелте çуралса ÿснĕ Наталья Петровна Кузьмина (Прокопьева)парнисемшĕн тупăшрĕç. Чупăва Йĕпреç, Красноармейски районĕсенчи, хамăр районти Вăрнарти 1-мĕш тата 2-мĕш, Çĕрпелти, Кĕçĕн Кипекри, Ярмушкари, Калининăри, Хапăсри шкулсенчи тата ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

СССР спорт мастерĕ, ветерансем хушшинче сакăр хутчен тĕнче чемпионĕ, Чăваш Республикин темиçе хутчен чемпионĕ, Раççей чемпионĕ, Раççей профсоюзĕсен кросĕн çĕнтерÿçи çакнашкал ăмăртусене тăваттăмĕш хут йĕркелет. Малтанхи çулхисем хăй вĕреннĕ тăван шкулта – Туçи Çармăсра – иртнĕ.

Тĕнче чемпионачĕсенче 17 медаль çĕнсе илнĕ Наталья Петровна яланах сывă пурнăç йĕркипе туслă пулнă, çамрăксене те вăл ăнтăлăва нихăçан та çухатмалла маррине чĕнсе каларĕ, спорт – ÿт-пÿ, кăмăл-туйăм, сăн-сăпат илемĕ пулнине палăртрĕ.

Йĕлтĕр çине 200-е яхăн ача тухрĕ. Виçĕ ÿсĕм категорийĕнче малти вырăнсене ытларах йĕпреçсемпе вăрнарсем пайларĕç. 1995 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех ушкăнра акă Вячеслав Мустяков, Александр Тихонов (Йĕпреç), Александр Романов (Вăрнар), Вероника Ефремова (Йĕпреç), Ирина Тикинева (Хапăс) тата Олеся Михайлова (Йĕпреç) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

1993–1994 çулсенче çуралнисенчен чи хăвăрттисем çаксем: Александр Чернов, Алексей Перепелкин (Красноармейски), Сергей Павлов (Вăрнарти 2-мĕш шкул), Елена Иванова (Йĕпреç), Елена Иванова (Калинино) тата Настя Евдокимова (Йĕпреç).

1991–1992 çулта çуралнисенчен çĕнтерÿ пьедесталĕ çине çак çамрăксем хăпарма тивĕçрĕç: Сергей Политов (ял хуçалăх техникумĕ), Андрей Андреев (Йĕпреç), Николай Григорьев (ял хуçалăх техникумĕ), Карина Сорокина, Ксения Долгова (Ярмушка) тата Елена Семенова (Вăрнарти 2-мĕш шкул).

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика