21 марта 2009 г.
Коррупци вăл – влаç çĕрĕшсе арканни. Вăл влаçри мĕнпур шая витĕр çапать, патшалăх хăрушсăрлăхне хăратса тăрать.
Ю.Чайка, РФ Генпрокурорĕ.
Мартăн 15-мĕшĕнче, черетлĕ калаçура, РФ Президенчĕ Д.Медведев, унччен хăй астутарса хунă пекех, пуринчен те ытла коррупцие хирĕç тăмалли мерăсем пирки чарăнса тăчĕ. Унччен вăл ку темăпа çыхăннă çивĕч ыйтусене коррупципе кĕрешме йĕркеленĕ канашăн тата законодательсен канашĕн ларăвĕсене кăларса тишкернĕччĕ. Кризисран тухса пыма тата коррупцие путарма татăклă пĕтĕмĕшле политика тытса пырăпăр, терĕ Президент. Пирвайхи пысăкрах кăткăс ĕç – законсен экспертизине тарăннăн, шĕкĕлчевлĕн тишкерсе ирттересси: коррупцие çăмăллăх кÿрекен актсенчен тăнчах хăтăлмалла.
Малтанхи утăм пур ĕнтĕ: нормативлă çĕнĕ никĕс хывнă – коррупцие хирĕç ятарлă закон вăя кĕрет. Банксене, вĕсем кредитсене епле салатнине тĕрĕслеме контролерсен институтне туса хунă. Çăмăл пулмасть, палăртрĕ Дмитрий Анатольевич. Чиновниксем, уйрăммăнах çÿлерехрисем, миллионшар тенкĕ, миллиардшар доллар тытаканнисем, çĕрсем, вăрмансем, виллăсем, яхтăсем туянса тултарнисем, ĕнĕçсĕр купаланса кайнă пурлăхĕсене тĕрĕс кăтартасшăн мар. Налукран пăрăнасшăннисене каçару ан пултăр. Тупăшсен декларацине хамран пуçăнатăп, сирĕн ума çуллен уçă отчетпа тухатăп, терĕ Президент.
Вăл право органĕсене Орел облаçĕнчи, Пермь тата Приморье крайĕсенчи криминаллă лару-тăрăва çĕнĕ законсене кура тĕпчеме хушать.
Манăн «Коррупци геройĕсем» кĕнекене çак кунсенче Орел облаçĕн губернаторĕ пулнă Егор Семенович Строев çырăнчĕ (ку страницăна «Совершенно секретно» хаçатăн кăçалхи 3-мĕш номерĕнчен илтĕм). Ăна, халь ĕнтĕ çитмĕл иккĕри çынна, вырăнти мафи аслашшĕпе ашшĕ пек кăтартнă. «Строевсен çемйи» (губернатор арăмĕ, унăн шăлнĕ, губернаторăн аслă пиччĕшĕ, йăмăкĕ, хĕрĕ, кĕрÿшĕсем, ытти çывăх тăванĕсем – пĕрле вун тăваттăн) облаçри бизнес тытăмне – çурт-йĕр лартасси, çул-йĕр хывасси, çиесси, ĕçесси, чĕлĕм туртасси т.ыт.те – прихватизаципе тата рейдерла походсемпе йăлтах хăйсен аллине çавăрса илнĕ, кредит шучĕпе бюджетран хăйпăтнă триллионсене каялла тавăрман. Криминологсем вĕсен активĕсене 1,5 миллиард долларпа хакланă, 60 миллион долларĕ Нью-Йоркри банксенче выртнине кăтартнă.
«Строевсен çемйи» чылай çул хушши ирĕклĕн иртĕхнине МВД, ФСБ, Прокуратура сисмен те пĕлмен тесен кам ĕнентĕр; Е.Строев çумне А.Кисляков вице-губернатора ытти тăхăр чиновникпе пĕрле çур миллион тенкĕ взятка чикнĕшĕн 2006 çулхи апрельтех тытса чарнăччĕ. Экспертсем çавăн чухнех Орел облаçĕнче чиновниксен кĕсйине çуллен 4,5 миллиард тенкĕ взятка кĕрет тесе палăртнă. Следстви чакаланнă-çке – «çемье» мафине мĕншĕн виçĕ çул каялла тăрă шыв çине кăларман; Мафи пуçĕнче тăнă губернатора Кремле чĕнсе орден тыттарни шутсăр ырă мар ыйтусем кăларса тăратать.
Приморье крайĕн сучĕ регион вице-губернаторĕ пулнă А.Шишкина 1,2 миллион тенкĕ взяткăшăн 9 çул хушши çирĕп режимлă колонире тытмалла турĕ («Коммерсант», 2008 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕ).
Унашкал тĕслĕх ман кĕнекере нумай. Пурте – пĕр «çемьерен» (партирен теме чĕлхе çаврăнмасть). Госдума депутачĕсем коррупцие хирĕçле закон проектне (паллă юрист В.Илюхин хатĕрлесе сĕннĕччĕ) ултă-çичĕ çул читлĕхре тытнине шутсăр хитре ăнланатăп. 2007 çулхи суйлав умĕн пулас депутатсем хăйсен пурлăхне мĕнле кăтартнине шĕкĕлчерĕм. Влаçри партисенчен (ЕР, СР) кандидатсем 1146-ччĕ. Укçаллă тупăш пĕрин те (ретре рабочи-хресчен çук-çке-ха) 5–6 миллионтан кая мар. М.В.Игнатова – 463 миллион тенкĕ, Г.В.Аникеев – 415, В.Е.Булавинов – 270, Ю.П.Трутнев (министр) – 133 миллион. Хăшпĕрин икĕ е виçĕ нульлĕ предприятисем (ОАО, ООО) вуншар та çĕршер. С.А. Капковăн коммерци организацийĕсем 35, çĕрĕ çичĕ гектар, хваттерĕсемпе дачисемсĕр пуçне 1044 тăваткал метрлă çурт. Укçаллă тупăшĕнчен кĕсйине кунсерен 100 пин тенкĕ кĕнĕ.
Вăрăсем пирĕн финанс министерствинче те пур иккен. МВД следстви комитечĕ министр заместительне С.Сторчака икĕ бизнесменпа пĕрле (В.Захаров, В.Волков) бюджетран 43,4 миллион доллар вăрлама тăнăшăн арестленĕ. Ăна А.Кудрин хăй хÿтĕлеме хăтланса пăхрĕ («АиФ», 2007, 48 ").
Верхсуд та – олигархшăн. Лондонри Рома Абрамович Мускав тавралли 400 гектар паха вăрмана сотка пуçне 800–900 тенкĕ (рынок хакĕнчен пин хут йÿнĕрех!) тÿлесе туяннине саккунлă тесе йышăннă.
А.Чекалин (МВДра министр заместителĕччĕ, халь Федераци Канашĕн членĕ) наци проекчĕсенчен йăкăртма алă тăснă 7,5 пин тĕслĕх пирки каланăччĕ. Нумай пулмасть Ю.Чайка Генпрокурор социаллă сферăра 2008 çулта закона 1,5 миллион хут пăснине пĕлтерчĕ. Пĕрмай купаланаççĕ-çке вĕсем – çавнашкал фактсем. Ирĕксĕрех сирсе сирĕлейми иккĕленÿ çуралать: çĕршыва эрешмен картилле сырса илнĕ инкекрен чăнласа хăтăласси пулĕ-ши; Коррупципе кĕрешме, граждансен прависене хÿтĕлеме Президента мĕнле пулăшмалла-ши; «Взяточниксене, служба çунаттипе витĕнсе пуясшăннисене тÿрех «Матроссен шăплăхне» çавăртса каймалла», – тет Жириновский. Взяткăна налук хума сĕнекенсем пур – тепĕр бюджет айăкран тĕкмен пулĕччĕ. Госдумăри пĕр фракци чи малтанах кризиса хирĕçле укçа-тенкĕпе мĕнле усă курнине тĕрĕслеттересшĕн, результатсене халăха пĕлтересшĕн. Сирĕн те пĕлес килни пулĕ. Калăпăр, çак «кризис ячĕпе» тата «наци проекчĕсен» шучĕпе кÿнĕ е кÿрекен федераллă пулăшу хамăрăн района, республикăна мĕн панă, мĕн парĕ;
Чиновниксен йышне Совет Союзĕнче пулнинчен икĕ-виçĕ хут ÿстерни взяткăшăн антăхакансене хунаттарчĕ. Милици çарне вунă хут пысăклатнипе пĕрле преступленисен шучĕ нумайланчĕ. Чăвашла куçарма та май çук сăмах çаврăнăшĕ тупăнчĕ – «Оборотни в погонах». МЧС генералĕ В.Ганеев, министр хуралçи пулнăскер, преступниксен ушкăнне уголовлă шырав управленийĕн (Мускав, ГУВД) сотрудникĕсенчен чăмăртанă (В.Демин, А.Евстигнеев, Ю.Козар, М.Кутырин, ыттисем). Çулталăк итогĕсене пĕтĕмлетнĕ канашлура Р.Нургалиев министр милиционерсене пинĕпе службăран хÿтерме тивнĕшĕн пăшăрханчĕ. Результат – шутра мар, ĕç пахалăхĕнче пулас. Компьютерлă кантурсенче унччен пĕр-иккĕн ещĕке пăхмасăрах тулăклă ĕçленĕ, халь, авă, çав кĕтесрех çаврăнкалама вырăн хăвармасăр вуннăн-вун иккĕн пăчăхса лараççĕ, пынă çынпа кăмăллăн калаçасшăн мар.
Президент коррупци мурĕ аялта сарăлса çÿлелле хăпарать тенипе ниепле те килĕшме çук. Ельцин «çемйинче» хĕртĕнсе патшалăх пурлăхне прихватизаци йĕркипе ярса илнисем пурте влаçа сикнисем пулнă. Бандитла прихватизацие хыпăнтарма Гарвард ачисем Чубайс тавралла икçĕрĕн хĕвĕшнĕ. Чи хăватлă улăпла 500 предприятие, 200 миллиард долларпа хакланине пăхмасăр, килес олигархсене пурĕ те 7,2 миллиард виçипе ярăнтарнă. Гайдар, Черномырдин, Кириенко, Касьянов мĕн хăтланнине аван астăватпăр. Пулă пуçĕнченех çĕрет. Хÿререн хырма тытăниччен пуçĕнчи çĕрĕкрен хăтăлаççĕ. Президент иртнĕ çулта муниципаллă шайра та 40 пин уголовлă ĕç пуçарни çинчен пĕлтерчĕ. Вун икĕ пинĕн взяткăпа тытăннă. Аялтисем те маххă парасшăн мар – çÿлтисене пăхаççĕ!
«Совет влаçĕ комкаппайчăклăхран, коррупцирен, взяткăпа, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнĕрен, бюрократипе шыçăннăран, пĕлÿпе компетентлăх хавшанăран пĕтме пултарать», – тенĕ В.Ленин. Коррупци шурлăхĕ (ытти мĕнпур пылчăк-хылчăк унпа çыхăннă) кирек мĕнле влаçа та çăтса пăчлантарĕ.