Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар кĕввисем мухтавлăн янăрĕç

21 марта 2009 г.

Вăхăт нумай та иртмĕ – Калининăри вăтам шкулăн вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ çар кĕввисене мухтавлăн янăратма тытăнĕ. Кунта вĕренекенсенчен йĕркеленĕ çамрăк музыкçăсен ушкăнĕ валли инструментсемпе пĕрле ятарлă тумтирсем те пур, аксельбантсем те хатĕр, нотăсем те çителĕклех, ачасемпе педагогсен кăмăлĕ те çĕкленÿллĕ. Пулас оркестр çар мухтавĕн кунĕсемпе çыхăннă мероприятисенче кăна мар, çĕнтерÿçĕсемпе тата ытти паллă çынсемпе пĕрле ирттерекен тĕл пулусенче те халăха хăйĕн йĕс сассипе хавхалантарĕ. Репертуарĕнче вара гимнсем те, маршсем те, классика музыкипе халăх юрри-кĕвви те пулĕç. Оркестр кадетсен класĕнче ăс пухакан ачасен çар парадне те хутшăнĕ, шкултан вĕренсе тухакансен ячĕпе çулсеренех ирттерекен йăлана кĕнĕ «Нурăс салин уявне» те илем кÿрĕ. Çав ташă картинче лайăхрах пуласлăха шанса вальс ташласа илемлĕн çаврăнакан яшсемпе хĕрсем ватăрах çынсене вĕсен çамрăклăхне аса илтерĕç, кĕçĕнреххисене аслисенчен ырă тĕслĕх илме çунатлантарĕç.

Паллах, çакнашкал çав тери хаваслă, ăмсанмалла телейлĕ самантсем аслисем пулăшмасăр, хăй тĕллĕн килекен асамлă пулăмсем мар. Асăннă хаклă парнене те тăван шкула унтан 50 çул каярах вĕренсе тухнисенчен пĕри – Услапа Нурăс ялĕнче çуралса ÿснĕ Роберт Андреевич Сорокин парнелерĕ. Вăл – Чăваш Республикин халăха тивĕçтерес ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Шупашкарти ачасен сывлăхне çирĕплетекен «Салют» лагерĕн генеральнăй директорĕ.

Парне кÿнĕ савăнăçлă вăхăтра шкулти тĕл пулăва Р.Сорокинăн çывăх тусĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем хушшинче – Çеçпĕл Мишши фончĕн директорĕ, чăваш халăх поэчĕ Валери Тургай, Мускавра 1985 çулта иртнĕ студентсемпе çамрăксен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕн делегачĕ пулнă Владимир Мадянов, Шупашкарти троллейбус управленийĕнчи музыка ертÿçи Николай Кузьмин. Ку вăл хăех шкул çарпа патриотизмла воспитани парассипе çеç мар, çитĕнекен ăрăвăн тавра курăмне, пултарулăхне нумай енлĕ аталантарас енĕпе тăрăшса ĕçленине кăтартать, Татьяна Павловна Ефимова директор ертсе пыракан педагогсен коллективĕ вĕрентÿре яланах çĕнĕлĕхсем шыранине, вĕсемпе анлăн усă курнине çирĕплетсе парать.

Чăнах та, оркестр вылянă чух, ку вăл «На сопках Маньчжурии», «Прощание славянки» е тата «День Победы» кĕвви-çемми-и, çан-çурăм салтакри пек тÿрленет, утăм çирĕпленет, чун-чĕре çутă туйăмсемпе тулать. Вăл атте-асаттесен мухтавлă çулне тивĕçлĕ утса тухма вăй-хал сунать, Тăван çĕршыва юратма хушать, хăвна пурнăç çулĕ çине илсе тухма пулăшнă шкула çитсе курма, ĕмĕрлĕхе аса юлнă хисеплĕ вĕрентекенсен йывăр та пархатарлă ĕçне чуна парса малалла тăсакансем умĕнче пуç тайма йыхăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика