21 марта 2009 г.
Республикăра 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе палăртрĕç. Çак калама çук пысăк ăнлава экономика та, культура та, истори те пĕрлешеççĕ. Республика Президенчĕ Николай Федоров палăртнă тăрăх вара, культура – экономикăран та чылай пĕлтерĕшлĕрех. Çавăнпа та Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче ял культурине аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрма палăртнă.
Ялти культура учрежденийĕсене кăçал мĕн çĕнни кĕтет; Кун пирки Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ
Роза ЛИЗАКОВА хуравлать.
– Роза Михайловна, калăр-ха, тархасшăн, паянхи ял клубĕн мĕнле пулмалла;
– Йăлана кĕнĕ тăрăх ял клубĕсем яланах культура центрĕсем шутланнă. Вăрттăнлăх мар, юлашки çулсенче вĕсем чылай çĕрте «культура вучахĕсем» пулма пăрахрĕç. Модельлĕ библиотекăсен сетьне туса хуни çак сферăна çĕнĕ пахалăхлă шая çĕклеме май пачĕ. Библиотекăсен тивĕçтерÿ спектрĕ анлăланчĕ, вулакансен йышĕ палăрмалла ÿсрĕ. Раççей шайĕнчи çак ăнăçлă та тĕлĕнмелле паха опыт ял клубĕсене çĕнетсе улăштарас концепцие хывăнчĕ.
Хальхи вăхăтри ял клуб учрежденийĕсем нумай профильлĕ социаллă культура центрĕсем пулмалла. Вĕсем куракансемшĕн те, кружоксемпе творчество коллективĕсенче ĕçлекенсемшĕн те хăтлă пулччăр. Канăва туллин йĕркелемесĕр халăха ялта тытса хăварма йывăррине пурте пĕлетпĕр.
– Чăваш ен Президенчĕ «ЧР ялти культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен» Указа йышăннăранпа çулталăк ытларах иртрĕ. Çак тапхăрта мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ;
– Паянхи тĕп çивĕч ыйтусенчен пĕри – ялти клубсемпе культура çурчĕсен «ăш-чикĕпе сăн-сăпат» лару-тăрăвне лайăхлатасси. Вĕсенчен çуррийĕ – 1970 çулччен хута янисем, нумайăшне чылай çул юсаман, ытларахăшне тĕпрен çĕнетмелле. Çĕнĕ программăпа килĕшÿллĕн эпир кивĕ, çĕрĕшнĕ, пысăк тăкаклă 800-е яхăн клуб вырăнне модернизациленĕ клуб учрежденийĕсен эффективлă сетьне туса хурасшăн. Унта укçа-тенкĕ, ăс-тăн тата пурлăх ресурсĕсем пĕрлешĕç. Çакă тивĕçтерÿсен пахалăхне çĕнĕ шая илсе тухĕ, кашни клуб центрне пултаруллă вăйсене явăçтарма май парĕ.
Анчах, уйрăммăн палăртса калатăп, эпир мĕнпур художество коллективĕсене, пултарулăх ушкăнĕсене сыхласа хăварма тăрăшатпăр. Ку питех пĕлтерĕшлĕ.
2008 çулта программăна республика бюджетĕнчен 20 млн. тенкĕ уйăрни 27 культурăпа кану учрежденине сасă сисĕмлĕхĕн, çутă, видеопроекци оборудованийĕпе, компьютерсемпе, костюмсеме тивĕçтерме, ял поселенийĕсене вырăнти культура çурчĕсене юсама пулăшма май пачĕ. Муниципалитетсем хăйсен шучĕпе тăрăсене, фасадсене, курав залĕсене, кружок пÿлĕмĕсене юсарĕç. Иртнĕ çул вырăнти хăйтытăмлăхсем 2007 çулхипе танлаштарсан тĕплĕ юсав валли 1,4 хут ытларах (52 миллион тенкĕ) укçа-тенкĕ уйăрчĕç. Вăрнар районĕпе илес пулсан, пĕлтĕр поселенисем хушшинчи культурăпа кану центрне çĕнетсе улăштарчĕç, хăтлăх, чĕрĕ сăн кĕртрĕç.
Модернизаци программипе çапла палăртнă: республика культурăпа кану центрĕсене сасă сисĕмлĕхĕн, çутă, видеопроекци оборудованийĕпе, компьютерпа, музыка произведенийĕсене аранжировка тумалли ятарлă программăпа, принтер-сканерпа, сцена костюмĕсен комплекчĕпе, тумсемпе тивĕçтерет. Вырăнти влаç тĕплĕ юсав, газификаци, телефон кĕртес, культура çурчĕсемпе пÿлĕмсене реконструкцилес, сĕтел-пукан туянас, территорие тирпей-илем кĕртес ĕçсене хăй çине илет.
– Пурлăхпа техника базине хăвăртрах çĕнетес текен, анчах тăрăна, çурт умне, концерт залне юсама укçа-тенкĕ енчен хĕсĕкрех культура çурчĕсен мĕн тумалла-ши;
– Мĕнле калаççĕ-ха – çине тăрсан пĕтĕмпех пулать. Выртакан чул айĕнче шыв юхмасть. Республикăра ырă тĕслĕх кăтартакансем сахал мар, хăш-пĕр культура ĕçченĕсем юсав ĕçĕсене хăйсен вăйĕпе пуçлаççĕ, ялти хастарсене явăçтараççĕ, курсах тăр, ку чухне ял поселени пуçлăхĕ те, хыççăн район пуçлăхĕ те, вĕсен талпăнăвĕпе мал ĕмĕтне тата модернизаци программине кĕрес ĕмĕтлине кура, пулăшма васкать. Патшалăх пулăшасса кĕтсе алă усса ларсан çак клуб çĕнетÿ программине, паллах, чи юлашкинчен кĕрĕ.
– Культура объекчĕсене газификацилес ыйту та çивĕччисен шутне кĕрет. Хальхи вăхăтра ку енĕпе лару-тăру еплерех;
– Чăваш Республикинчи культура учрежденийĕсене газификацилес ĕçе муниципаллă пĕрлĕхсем 2010 çул тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ. Иртнĕ çулта 54 клуба çутçанталăк газне илсе çитернĕ. Кăçал вырăнти влаçсем перекетлĕ топливо çине 60 культура учрежденине куçарма тĕллев лартнă. Çĕрпÿ, Пăрачкав, Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче йывăрлăхсем пур, кунта çуртсене газификацилесси 40 процентран та сахалрах.
– Библиотекăсене çĕнетсе улăштарни Интернет уçлăхне тухма май пачĕ. Чылай библиотека хăйсен сайчĕсене уçрĕ. Клуб учрежденийĕсене информатизацилес ĕç мĕнлерех тăрать тата;
– Клубсенче паян пĕтĕмпе 133 компьютер шутланать, çулталăкра ÿсĕм 16 процент пулчĕ, 21 учреждени (тĕпрен илсен районти культура çурчĕсем) Интернета çăмăллăн тухаççĕ. Культурăпа кану учрежденийĕсене информаципе коммуникаци технологийĕпе тивĕçтерессипе тĕллевлĕ ĕçлетпĕр. Эпир компьютерсене вырнаçтарнипе кăна çырлахмастпăр, вĕсемпе тухăçлă усă курнине те тĕрĕслесе тăрăпăр. Культура çуртĕнче компьютерпа вăйă приставки е пичет машинки вырăнне кăна усă курма памăпăр.
Тимлĕн асăрхăр, поставкăсен комплектĕнче аранжировкăсем тума ятарлă программăсем пур. Эпир вĕсемпе тĕллевлĕ усă курасса шанатпăр.
– Юсав ĕçĕсем, техникăпа тивĕçтересси, компьютеризаци – паллах, лайăх. Анчах ял клубĕсем хăйсен ĕçĕнче нимĕнле улшăну та пулса иртмесен малалла аталанайĕç-ши;
– Эпир бюджет учрежденийĕсен сетьне пĕрлештермелле, вĕсен хуçалăх тата укçа-тенкĕ хăй тĕллĕнлĕхне ÿстермелле тесе шутлатпăр. Рынок чăнлăхĕсенче çухалса кайманнисем автономлă учрежденисем çине куçма пултараççĕ. Бюджет тăкакĕсен тухăçлăхне ÿстермелле тата майĕпен ку таранчченхи диспропорцие çĕнмелле: бюджетран мар килекен укçа-тенкĕ хисепне ÿстермелле.
Клубпа кану учрежденийĕсен ĕç-хĕл çул-йĕрне хăйсен палăртмалла, ăнăçлă аталанас тесен хăйсен вырăнти майĕсемпе туллин усă курмалла. Тытăм пахалăхне тата ресурссемпе усă курассин эффективлăхне ÿстерес тĕлĕшпе эпир ял поселенийĕнчи мĕнпур клуб учрежденийĕсене пĕрлештерекен юридици сăпачĕсене йĕркелеме сĕнтĕмĕр. Пысăках мар ялсенче клубсене централизаци системипе филиала куçарма е вĕсен тухăçлăхĕпе кирлĕлĕхĕ пĕчĕк пулсан хупма сĕнетпĕр.
Клубсене модернизацилени бюджетран мар килекен укçа-тенкĕ хисепне виçĕ хут ÿстерме, тÿлевлĕ тивĕçтерÿсем урлă 20 процента (халĕ – 6 процент) çитерме май парать.
– Мĕнле тивĕçтерÿсем пирки сăмах пырать-ха;
– Пĕрремĕшĕнчен, тÿлевлĕ тĕрлĕ мероприятисем – концертсем, спектакльсем, шоу-программăсем, тематикăллă кану каçĕсем, çамрăксем валли дискотека т.ыт.те. Клубсенче кружоксемпе секцисем – сăмахран, çĕвĕ, бал ташшисен, аэробика, компьютер кружокĕсем, сасă çыравĕн студийĕсем – тÿлевлĕ пулма пултараççĕ. Клуб учрежденийĕсен практикинче çемье уявĕсене ирттерме пулăшасси те пур. Çакна та палăртмалла, творчество проекчĕсемпе ĕçлени тата грантсем илме тĕрлĕ конкурссене хутшăнни хальхи вăхăтра – хушма укçа-тенке явăçтармалли чи лайăх мел.
– Енчен те темиçе яла пĕр клуб кăна хăварсан, унта мĕнле çитмелли ыйту та çуралать;..
– Республикăра çул-йĕр строительствин программине пурнăçа кĕртнĕ май, сахал çынлă тата аякри ялсенче пурăнакансемшĕн культура тивĕçтерĕвĕсемпе усă курассине тата пахалăхне ÿстерме хушма майсем пулчĕç. Малашлăхра хальхи вăхăтри автоклубсен паркне анлăлатма палăртатпăр. Çакă концерт бригадисене уйсене, шкулсене, массăллă уявсене тухса çÿрессине йĕркелеме çеç мар, ку ялсенчи çынсене концертсене, тĕрлĕ мероприятисене турттарма та май парĕ. Автоклубсене федераллă тата республика бюджечĕсенчен пĕр тан укçа уйăрнипе туянма планлатпăр.
– Хальхи кадрсем – ялти культура çурчĕсен специалисчĕсем – çак çĕнĕлĕхсене алла илме хатĕрри çинчен çирĕплетсех калама пу- лать-и;
– Чăнах та, культурăпа кану учрежденийĕсен, уйрăмах çĕнетсе улăштарнисен, кадрсене хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çĕнĕлле ĕçлесси ятарлă мелсем ыйтать, база клубĕсен тухăçлă ĕçĕ шăпах вĕсенчен килет. Министерство хăй енчен ку енĕпе курăмлă утăмсем тăвать. Культурăпа кану учрежденийĕсен ертÿçисен квалификацине ÿстерес программа ĕçлет. Иртнĕ çулхи сентябрьтен районсемпе хуласенче чи лайăх специалистсем хутшăннипе Министерство кунĕсем иртеççĕ, культура учрежденийĕсем çапла вырăнтах пулăшу илеççĕ. Республикăри халăх пултарулăх çурчĕ Чăваш патшалăх культура институчĕпе пĕрле час-часах вĕрентÿллĕ семинарсем йĕркелеççĕ. Клуб сферинчи специалистсенчен çурри ытла çак курссем витĕр тухнă ĕнтĕ.
Анчах ăнăçу чылай чухне клуб ĕçченĕсенчен хăйсенчен те килет. Çак улшăнусен кирлĕлĕхне ăнланнинчен тата ĕçлес килнинчен.
Эпĕ ĕçтешсене пурне те профессилле уяв ячĕпе саламлатăп. Календарьте Культура ĕçченĕн кунĕ çурални хăех – сирĕн ĕçĕре хисеплени тата эсир çĕршыв аталанăвне тÿпе хывни. Чи малтанах ялти культура ĕçченĕ пысăк чыс-сума тивĕç тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен шăпах эсир авалхи наци культурисене упраса хăварассипе çине тăрса ĕçлетĕр.
Пурне те çĕнĕ çитĕнÿсем тата иксĕлми пултарулăх сунатăп. Ырă сывлăх, телей те ăнăçу пултăр сире!