18 марта 2009 г.
Мартăн 3-мĕшĕнче Шупашкарти травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче малтанхи 8 операци туса ирттернĕ.
Пĕрремĕш сиплев ĕçĕсене тухăçлă ирттернĕ ятпа республикăра пурăнакансене тата медицина ĕçченĕсене Раççей Патшалăх Думин Çĕршывсем хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ К. Косачев, Санкт-Петербургри Вреден ячĕллĕ травматологипе ортопеди институчĕн директорĕ Р.Тихилов саламланă. Пресс-конференцире ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Н.Суслонова çапла палăртнă: «Центр ĕçлеме пуçлани – республикăшăн та, çĕршывшăн та историлле пулăм. Тухтăрсем Раççейри, Европăри, Америкăри паллă клиникăсенче ăсталăха туптанă. Тĕп специалистра ĕçлеме чи лайăх тухтăрсене ытти регионран чĕнсе илнĕ. Вĕсене Президент программипе килĕшÿллĕн хваттер уйăрса панă».
К.Косачев травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес енĕпе тĕнче стандартне кăтартнине палăртнă.
Р.Тихилов центр уçăлни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетнĕ. «Çак клиникăра тимлекен тухтăрсене ăмсанма та пулать. Кунта ĕç условийĕсем лайăх. Çынсен сывлăхне пахалăхлă сиплеме хăватлă оборудовани пур», – тенĕ Санкт-Петербургри Вреден ячĕллĕ травматологипе ортопеди институчĕн директорĕ.
Республика Президенчĕ Н.Федоров палăртнă тăрăх, травмцентр – «Чăваш енĕн медицина кластерĕн хальхи вăхăтри технологийĕсен локомотивĕ». Кунта республикăри травматологсен пĕлĕвне ÿстереççĕ, çĕршыври тĕп ортопедсем мастер-классем ирттереççĕ.
Медицина учрежденийĕсенче пациентсем хăйсене хăтлă туйччăр тесе пĕтĕм услови туса панă: палатăсенче çăвăнмалли пÿлĕм, холодильник пур. Ача-пăча уйрăмĕнче амăшĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсемпе выртма пултараççĕ. Центрти тухтăрсем каланă тăрăх, больницăра чирлисем валли аван условисем туса пани вĕсен кăмăл-туйăмне лайăхлатать, çавна май пациентсем сываласси хăвăртрах пулса пырать.
– Республикăра çакăн пек центр уçăлнин пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Тулли пурнăçпа пурăнма шанчăк çурални – çынсемшĕн чăн телей. Республика ертÿçисене тав сăмахĕ калас килет,– кăмăллăн пĕлтернĕ Н.Федий пациентка. М.Леонтьев та хăйĕн шухăшне каланă: «Пирĕн республикăра çакăн пек центр пурришĕн тĕлĕнме пăрахмастăп. Пĕтĕмпех юмахри пек, чăвашсен мĕнпе мăнаçланмалли пур. Халĕ Мускава е Санкт-Петербурга каймасăрах медицина пулăшăвне илме пулать».
Тĕнче шайĕнчи медицина учрежденийĕ ытти регионри çынсене те йышăнĕ.