Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйтусем тавра

18 марта 2009 г.

Нумаях пулмасть Йĕпреç поселокĕнче Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Вăрнарти организацийĕн отчетлă конференцийĕ иртнĕ. Унта Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Чăваш енри правленийĕн председателĕ Ю.Сергеев та хутшăннă.

Пĕрремĕш хут конференцие Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин гимнĕпе уçнă. Чи малтан Вăрнарти организацин председателĕ Г.Мясникова иртнĕ çул бюро мĕнле ĕçлени çинчен каласа панă. Куçпа инвалид пулса юлнисене республикăра, районта иртекен тĕрлĕ мероприятисене явăçтарнă. Кашни валли реабилитаци программине хатĕрлеме пулăшнă. Пысăк тимлĕх кирлĕ инвалидсене Волоколамскри куç курманнисен реабилитаци центрне янă. Çавăн пекех обществăн членĕсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси – тĕп вырăнта. Ку ĕçре спонсорсем хастар пулнине палăртмалла. Конференцире ревизи комиссийĕн председателĕ Л.Терентьева та отчет тунă.

Делегатсем бюро ĕçне лайăх паллăпа хакланă, кăçалхи ĕç планне çирĕплетнĕ.

Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Чăваш енри правленийĕн председателĕ Ю.Сергеев пухăннисене республикăри куç курманнисен обществин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

Конференцире çивĕч ыйтусене хускатнă. Обществăн Вăрнарти организацийĕн активисчĕсене парне парса хавхалантарнă.

Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Вăрнарти организацийĕнче тăрăшакансем тăтăшах пулăшакан спонсорсене – «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорне В.Свешникова, «Выбор» тулли мар яваплă обществăн пуçлăхне К.Алексеева, Е.Капирова уйрăм предпринимателе – пысăк тав сăмахĕ каланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика