18 марта 2009 г.
Пуканкассинчи культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективне районта лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем районта иртекен пĕрлештернĕ концертсене те час-часах хутшăнаççĕ, Республика кунне халалланă уявсенче те пĕрре мар хăйсен юрă-ташăри ăсталăхĕпе паллаштарнă.
Концертсемпе вĕсем районти ялсене те час-часах тухса çÿреççĕ. Нумаях пулмасть акă халăх коллективĕ Çавалкасри ватăсен çуртĕнче пулнă, кунта пурăнакансене çĕнĕ программăпа паллаштарнă. Тĕл пулура чăваш юрри-кĕвви чылай янăранă, чăваш ташшисем илемĕпе тыткăнланă, чăваш тумĕсем тĕрри-эрешĕсемпе илĕртнĕ.
Ватăсем валли вырăнта кăсăклă мероприятисем ирттереççĕ пулин те çакнашкал концертсене вĕсем яланах хапăл, çавăнпа ĕнтĕ кунта пурăнакансем артистсене – Алексей Кондратьева, Ольга Кондратьевана, Нина Викторована, Нина Иванована, Валя Железнована, Семен Кондратьева, Лиана Григорьевана, Альбина Федорована, Светлана Короткована, Ира Александрована – чĕререн тав тунă.