Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу вăхăтра çитет

18 марта 2009 г.

Выльăх-чĕрлĕх йышлă усрамасăр хресчен хуçалăхĕсене малалла аталантарма йывăр. Ялсенче пурăнакансем мăйракаллă шултра выльăх, хур-кăвакал йышлă тытаççĕ. Анчах выльăх чирлемесĕр пулмасть. Çавалкас тăрăхĕнче акă инкек-синкеке вăхăтра сирсе ярассипе ветеринари участокĕнчи фельдшерсем тăрăшаççĕ. Унăн заведующийĕ Инна Николаевна Михайлова хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки çапла хыпаларĕ:

– Ку тăрăхри ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче икĕ пине яхăн выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Иртнĕ çулта выльăхсене тĕрлĕ енлĕ сиплев парсах тăтăмăр. Ку енĕпе Светлана Петрова, Вера Иванова, Анатолий Толстов ветеринари фельдшерĕсем ырă енпе палăрчĕç. Пире кашни кунах вуншар çынтан тав сăмахĕсем илтме тивет. Çакă вăй-хал, хавхалану парать. Пĕлтĕр çеç хамăр таврара пурăнакан 152 çын хăйсен выльăхĕсене вăхăтра сиплев панăшăн ăшшăн тав турĕç. Шанăçа çухатмастпăр: малашне те çаплах пултăрччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика