14 марта 2009 г.
Манăн «Халь те çĕрĕк картлашка» статьяна (январĕн 24-мĕшĕ) район хаçатĕнче пичетленĕччĕ. Унта Шĕнер Ишекри культура çуртне япăхтарса яни çинчен эпĕ витĕмлĕн те уççăн çырнăччĕ.
Çапла çырма сăлтавĕсем те нумай. Ăна çĕклесе лартакансем вуншар-вуншар арçын вăрçă хирĕнче пуçĕсене хучĕç, пĕтĕм йывăрлăх вара ача-пăчапа мăшăрсăр юлнă хĕрарăмсем çине тиенчĕ. Клуба çĕклекен Çĕмĕрле вырăсĕсене тырăпа тÿленĕ пирки çиес çăкăрсăр юлтăмăр. Ун чухне электричество та, радио та пулман, телевизор çинчен нимĕн те пĕлмен. Çынсем пĕтĕм хуйха-суйха çак клуба пуçтарăнса сÿтсе явнă. Халь вара кунта туалет та çукки, чÿречисем валли кантăк та тупма тăрăшманни, никам та пăта çумне пăта çапманни çинчен çырнăччĕ эпĕ халăх ыйтнипе. Çапла тÿрремĕнех çырни вырăнти пуçлăхсене килĕшмен пулас.
Ĕçĕ вара малалла çапларах пулса пычĕ. Кĕçех мана ЧР Прокуратуринчен çыру пырса пачĕç: эпĕ вĕсен ячĕпе çырнă иккен. Ăна тĕрĕслеме Вăрнар прокуратурине ярса пани çинчен пĕлтернĕ. Тепĕр куннех ЧР Прокуратурине эпĕ нимĕнле çыру та, хыпар та яманни çинчен пĕлтертĕм. Вĕçне-хĕрне тупас тесе Вăрнар район прокуратурине çул тытрăм. Ман ятпа ăсатнă çырупа паллашрăм. «Шĕнер Ишек ял поселенийĕн ялсенчи асфальт çулсене юсама, урамсене тирпей-илем кÿме, клубĕсене юсама укçа çук, ăна район администрацийĕ çумĕнчи централизациленĕ бухгалтери памасть», – тесе пĕлтернĕ ман ятпа. Çапла кам хăтланнине те тÿрех ăнлантăм. Ятарлă хут çине, компьютер текеннипе вырăсла çырнă. Маншăн ку çĕнĕлĕх, эпир ручкăпа кăна хăнăхнă, тĕрĕссипе компьютер таврашĕ те çук.
Юлашкинчен çыраканĕ «Егоров Иван, обществăлла корреспондент» тенĕ те кукăр-макăр саспаллисемпе мăшкăлласа «Егоров» тесе алă пуснă. Эпĕ, сакăрвуннăран иртнĕ çын, вăрçă ветеранĕ, кирлĕ пулсан, тивĕçлĕ çĕре хам алăпа çырма та, ăна алă пусса çирĕплетме те вăтанмастăп. Тата Шĕнер Ишек ял поселенийĕ ячĕпе ЧР Прокуратуринчен укçа ыйтма кирлĕ маррине те лайăх ăнланатăп. Унăн ĕçĕ урăхларах. Çак çырупа пĕрлех «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатран касса илнĕ «Халь те çĕрĕк картлашка» статьяна та чиксе янă. Çапла ăнлантăм: республика прокуратуринче ăна вуласа тухсан, элеклесе суя çырнă тесе шутлĕç те автора çирĕп явап тыттарĕç.
Вăрнар район прокуратуринче эпĕ нихçан та, нимĕн те çырманни çинчен ăнлантару хучĕ хăвартăм. Суя çыру ăçтан тухнине те, кам ман ятпа мăшкăласа алă пуснине те пĕлтертĕм.
Çакна калас килет. Ĕç тума кирлĕ укçана суя хутсем çырса, суя алă пусса прокуратурăран ыйтмаççĕ. Чăвашсем çапла калаççĕ: «Çапма пĕлмен пушă хăвнах лекет».
Юлашкинчен акă мĕн каласшăн. Манăн статья пичетленнĕренпе кĕçех икĕ уйăх çитет. Анчах ун пирки хаçатра хурав таврашĕ пулмарĕ-ха...
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ те тĕрĕс сăмахпа тĕрĕс пурăнма хушать. Кирлĕ ĕçе вĕчĕх сăмах айне тăвас марччĕ.