Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кама пăшал шанма юрать

14 марта 2009 г.

Эпĕ чылай хаçат çырăнатăп, анчах «Çĕнтерÿ çулĕ» килнĕ кунсенче ăна чи малтан алла тытса вĕçне çитичченех вуласа тухатăп. Февралĕн 18-мĕшĕнче тухнă номере почта ещĕкĕнчен кăларса илтĕм те тÿрех, пÿрте кĕмесĕрех, пăхкалама тытăнтăм. Пĕрремĕш страницăна тинкертĕм кăна – «тискерлĕх» тени куçа тăрăнчĕ. «Каллех тем сиксе тухнă», – мĕлтлетрĕ пуçра. Пĕр сунарçă хĕрарăма пăшалпа персе вĕлернĕ иккен. Куçсем хаçат йĕркисем тăрăх чупнă май, пĕр çÿçенсе илтĕм, пĕр вĕчĕрхенсе-тарăхса кайрăм. Пурнăç мĕнле пулса кайрĕ: урампа та пĕр шикленмесĕр çÿреме май çук, çурт-хваттер (унта хамăра хÿтлĕхре туймалла пек те) алăкне уçма та хăрушă – темле шухăшлă çын кĕтсе тăрать леш енче.

Тĕлĕнетĕп: ăс-тăн енчен улшăнчăк, ĕçкелеме юратакан çынна епле майпа пăшал тытма ирĕк панă; Анчах хăть мĕнле пулсан та, ман шутпа, пăшал пек хăрушă япалана упрама ирĕк париччен пурне те космонавтсем пек çирĕп тĕрĕслемелле. Атту сунара çÿретпĕр тесе туянаççĕ те пăшалĕсене...кайран тискер ĕçсем тăваççĕ. Эп илтнĕ тăрăх, кунашкалли пĕрре кăна мар пулнă. Темиçе çул каялла Вăрнарта упăшки арăмне сунар пăшалĕпе персе вĕлерни çинчен сăмах çÿретчĕ.

Чăннипе, пирĕн тăрăхра сунарçăсем сахал мар пулĕ, апла пăшал шучĕ те пĕчĕк мар ĕнтĕ. Анчах пăшал тытакансем хушшинче эрехпе вăйлă туслашнисем, вăрçма-хирĕçме юратакансем, йывăр кăмăллă çынсем урăх пачах çук тесе кам шантараять; Кашниннех – мăшăрĕсем, ачисем... Чи малтанах хăрушлăха кĕрсе ÿкекенсем вĕсем мар-и-ха; Черкке хыççăн черкке ÿпĕнтернĕ хыççăн çын кăмăлĕ улшăнать те, хирĕçÿ вăхăтĕнче пăшал туртса кăларчĕ-тĕк; Паллах, кун пеккинчен Турă сыхлатăр.

Ку преступлени çинчен вуланă хыççăн часах лăпланаймарăм, пуçра тĕрлĕ шухăш явăнчĕ. Йĕрке хуралçисем пăшал тытакансене уйрăм тимлĕхе илĕç-ши; Хăйсене ырă мар тытакан, ĕçкĕпе алхасакан, йĕркене пăсса милицие лекнĕ сунарçăсене пăшал шанма юрать-ши;

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика