14 марта 2009 г.
Ханты-Мансийск хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри IV хĕллехи ял спорт вăййисене Вăрнар районĕн вăйлă полиатлонисчĕсем – ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем Мария Попова, Аня Григорьева, Сергей Политов, Николай Григорьев тата Галина Павлова преподаватель, Ирина Петровапа Екатерина Логачева йĕлтĕрçĕсем, механизаторсен конкурсĕн участникĕсем Сергей Политовпа Надежда Семенова, çавăн пекех вĕсен тренерĕсем Юрий Тикиневпа Александр Созонов хутшăнчĕç.
Çичĕ кунхи ăмăртусен кăтартăвĕсемпе Чăваш енĕн пĕрлештернĕ команди 39 регион хушшинче вуннăмĕш вырăн йышăннă, 600 пин çынлă регионсем хушшинче вара – виççĕмĕш.
Çак сумлă çĕнтерĕве Вăрнар район спортсменĕсем те пысăк ăсталăхпа вăй-хал хывнă. Уйрăмах Галина Павлова палăрнă. Полиатлонра 43 участницăран унăн – тăваттăмĕш результат. Очкосен шучĕпе вара тĕнче класлă спорт мастерĕн нормативне кăтартнă. Çавăн пекех унăн вĕренекенĕсем те – Николай Григорьевпа Сергей Политов – спорт мастерĕн кандидачĕсен нормативĕсене пурнăçланă.
Механизаторсен конкурсĕнче Чăваш ен команди пиллĕкмĕш вырăна тухнă. Уйрăмшар зачетра вара Надежда Семенова бронза медале тивĕçнĕ, пăшалтан перессипе – иккĕмĕш, йĕлтĕрпе чупса виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Программăра тракторпа фигурăсем туса ярăнассине те кĕртнĕрен, каласа хăвармалла пулĕ: Надя хурçă ута «çăварлăхлама» Германи çĕрĕ çинче вĕреннĕ. Темиçе çул каялла унта вăл аграри программипе ултă уйăхлăх стажировкăра пулнă, выльăхсем валли апат хатĕрлес тата тăрантарас ĕçре тракторпа усă курнă. Тепĕр çулталăк çурăран нимĕç фермерĕсем ăна каллех хăйсем патне чĕннĕ. Тĕлĕнмелле те, анчах шăпах çакăнта илнĕ ăсталăх ăна Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтерме пулăшнă та.
Йĕлтĕрçĕсем эстафетăра – улттăмĕш, чупура вуннăмĕш пулнă.
– Çĕршыври чи вăйлă спортсменсемпе тупăшăва тухни пире хамăр вăя тĕрĕслеме, ăсталăха ÿстерме, çĕнĕ çĕнтерÿсем патне ăнтăлма май пачĕ, – теççĕ тин кăна инçетрен таврăннă спортсменсем.