Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕссине пĕлесчĕ!

14 марта 2009 г.

«Пирĕн пурнăçра тĕрĕссине калани питĕ кирлĕ».

Д.МЕДВЕДЕВ, РФ Президенчĕ.

Сăмахĕн тăсăмĕнче палăртнă тăрăх, Президент пире хамăрăн çĕршыв кăна мар, пĕтĕм тĕнче тÿсекен йывăрлăхсем пирки тĕрĕссине пĕлтерсе тăрасшăн. Влаç кризиса çĕнме тĕвĕленĕ мерăсем çинчен уççăн та тÿррĕн евитлемелле тенĕ.

Эппин, тĕрĕссине калама вăхăт çитрĕ. Çулталăк ытла кризис пире тĕкĕнмест тесе тăни тÿрре тухмарĕ. Çирĕм çул тĕрĕслĕхрен именсе пурăнтăмăр («Пурпĕр нимĕн те манран килмест!..», «Тÿррĕн çаптарсан, хама çавăрса çапĕç!..» т. ыт. те). Пророк вырăнне хунă çынсем – А.Зиновьев («Страницы позора»), А.Солженицын («Жить не по лжи»), С.Говорухин («Так жить нельзя!») тĕрĕслĕхшĕн çапăçма чĕнсе пăхрĕç. В.Шукшин, В.Распутин, И.Васильев, В.Белов, Ю.Бондарев, С.Куняев, В.Ганичев – вырăс литературин çак саманари классикĕсем «Пĕтĕм аркану влаçран килет, моральпе нравственность кризисĕ экономикăринчен хăрушăрах!» тесе асăрхаттарчĕç. Влаçрисем вĕсене вуламан та пулĕ çав. Кирек кама та сутăнма хатĕр «çĕрĕк интеллигенци», кĕсьери валютăшăн хыпса çунакан «элита» тĕллеттернĕ йĕрсемпех танкăшатпăр...

Патшалăхра либерал-демократи, пурнăçа текех рынок, капитализм йĕркелет, терĕç те, пĕле-кура-тăркач ахрат çырми умне çитсе тăрăнтăмăр. «Кризис!»

Тĕнчене глобализмăн пирвайхи кризисĕ, капитализмăн черетлĕ кризисĕ килсе çапрĕ (унчченхисене тĕнче вăрçисен çулĕсемпе, анăçрисем (пĕтĕмĕшпе – НАТО çĕршывĕсем) Совет Союзне аркатса çаратнăран çăлăнса юлнă çулсемпе çыхăнтараççĕ). Кризис сăлтавĕсен ретĕнче: халăх перекетлекен укçа-пухча юлашки 80 çулта васкавлăн хухса пыни, йÿнĕ-анлă кредитсене кура потреблени пирамиди хăмпă евĕр хăпарса капашсăр сарăлни, доллар суя хут татки вĕçне тăрса юлни – ултçĕрĕшĕнчен пĕри кăна тавар туянма юрăхлă! Пĕрлешÿллĕ штатсем, тĕнче анлăшĕнчи парăмĕсем триллионшар пулсан та, çав долларсен станокĕсене чарма шутламаççĕ. Хамăрăн олигархсем те укçа сулăмĕшĕн мар, долларшăнах хыпкаланаççĕ. Раççее леш енчен сĕкнĕ долларлă-неолибераллă модель кĕтнĕ пекех, хăмпă евĕрлех хаплатса шăтрĕ. Çирĕм çул ытла хамăра пурăнмалăх тавар тăваймастпăр. Промышленноçа та, ял хуçалăхне те панкрута кăларнă, 70 пин тĕрлĕ производствăна тĕп тунă, 40 миллион гектар çĕре сухалама пăрахнă, таса мар апат-çимĕçе, суя эмелсене 80: таран чикĕ леш енчен турттаратпăр. Çăмăллăхĕсене чакарса пăрахăçланăçемĕн халăхăн чылай пысăк пайĕ – ветерансем, пенсионерсем, инвалидсем, ĕçсĕр хăварнисем нишлĕхре нĕртен тухаççĕ. Икĕ кун хушшинче тĕп конвейерсене чарса АвтоВАЗран – 12 пин, КамАЗран 50 пин специалиста ирĕксĕрлесе отпуска хăвалани çинчен пĕлтерчĕç. Кунсерен çавнашкал хыпар. Т.Голикова министр шутлани тÿрре килсен аванччĕ, анчах ирĕклĕ социологи прогнозĕпе ĕçсĕррисен йышĕ кăçал виçĕ миллион мар, вуннă таранах пулма пултарать. Пурнăç пахалăхĕн стандарчĕпе пире аталанакан çĕршывсен шутне кĕртнĕ, 151-мĕш вырăна лартаççĕ. Малашне капла мĕн курасси пур;

Д.Медведевăн февралĕн 15-мĕшĕнче «Россия» телеканалпа каланă сăмахне хăюллă утăм темелле. Тÿррĕн-тиркевлĕн, уççăн-кĕретлĕн канашламасăр тĕрĕслĕхпе аталану çулĕ çине ÿкеймĕпĕр.

Мĕн пĕлтĕмĕр;

Бюджетшăн дефицит инкекĕ тупăнчĕ. Вăл икĕ триллион та 400 миллиард тенкĕпе танлашма пултарать. Çемье бюджечĕ çÿхелсе пырать. Тенкĕ туххăмрах 35: чухлĕ хакне çухатнă (ĕç укçи е пенси никамăн та çавăн чухлĕ хăпарман). Ĕçсĕррисен шучĕ пĕр эрнере 90 пин çын хушăннă. Ĕç вырăнĕсем тупма 44 миллион тенкĕ уйăрнă... Мана Президент хальчченхи паха майсемпе усă курманшăн ÿкĕнни шухăша ячĕ. Ун сăмахĕнче эпĕ хăшпĕрин картишне пăрахнă чул катăккисене асăрхарăм...

Шутсăр пĕлес килетчĕ: «Хăрушсăрлăх минтерĕ» ăçта мĕнле выртать-ши; Фондсен рынокне салатнă 175 миллиард тенкĕ усса пычĕ-ши; Банксене (тăваттăшне) пĕр каçра тенĕ пек 5,5 триллион тенкĕ тыттарчĕç те, 60 миллиард доллар çийĕнчех леш енне сирпĕнчĕ. Тĕрĕссипе хаклас-тăк, преступлени мар-ши ку; Хамăр ене çăмăлраххăн кредитланă пулсан, пин-пин çĕнĕ предприниматель тупăнатчĕ пуль. Корпорацисем шăпах кризис хĕрнĕ вăхăтра кивçене кĕрсе леш енчен 500 миллиард доллар сăптăрнă. Парăмĕсене халĕ патшалăх бюджечĕн шучĕпе татасса кĕтеççĕ. Олигархсем, банкирсем, валютăпа спекуляци тăвакан чиновниксем леш енне тартнă долларсемпе автозаправкăсем, футбол клубĕсем, хаçатсем туянаççĕ, çичĕ ютри инвесткомпанисене шыçăнтараççĕ. Мĕншĕн хамăр патра çул-йĕр хывас мар, çурт-йĕр лартас мар; Автозаправкăсем те ытлашши пулмĕччĕç! Китай, сăмахран, нефтьпе хими промышленноçĕнче çуллен 50 завод хута яма ĕлкĕрет. Раççей 17 çулта унашкал завод пĕрре те лартман. Нефте йÿнĕпе хамăр енчен хăваласа продукчĕсене çичĕ ютран хаклăрахпа кÿретпĕр. Анăçри рынок пĕлтĕр хăйĕн капиталĕн – 30 процентне, Раççей çав вăхăтрах 70 процентне çухатнă. Регионсем тăрăх пăхсан, апат-çимĕç хакĕсем, ЖКХ тарифĕсем пирĕн тăрук 20–30–50 процент таран хăпарса кайрĕç. Пирĕн энергоресурссемпе пурăнакан анăçра хаксене хăпартман. Бензин СШАра Раççейринчен икĕ хут йÿнĕрех. Скандинави çĕршывĕсем ЖКХ тарифĕсене йÿнетни çинчен пĕлтерчĕç. Китай кăçал наци экономикине (çурт-йĕр лартма, транспорта аталантарма, экологие çĕнетме) 580 миллиард доллар хывать. Америкăн çĕнĕ Президенчĕ Шурă çурта «Çăлăнăç планĕпе» пырса кĕчĕ: экономикăна 825 миллиард доллар, шкулсем валли тата тарифсене чакарма 1 триллион доллар уйăрать. Мускав мэрĕ Ю.Лужков, Америка тĕслĕхĕпе, çĕршыв хăрушсăрлăхĕшĕн ĕçлемелли отрасльсене патшалăх аллине илме сĕнет.

Танлаштарусем пирĕн майлă мар-ха.

Халăх патшалăхри управлени ĕçне хутшăнайманнине пуçлăхсем тинех йышăнма пуçларĕç. Вĕсене чăнласа суйласси патне таврăнайăпăр-ши; Акă – аванччĕ! – Президент та чиновниксене халăх хушшине çывхартасшăн. Мĕн кĕтмелле; Январĕн 31-мĕшĕнче Вăрнар варрине митинга тухрăмăр. Ыйту тăратаканĕсем нумай – хуравламалли çынсем тупăнаймарĕç. Мунча хакĕ мĕншĕн пĕр туххăмра 20–25 тенкĕ ÿснĕ; Тарифсем мĕншĕн харăслатса 30 процент хăпарнă; Иртнĕ кĕркунне нумай хутлă çуртсене юсарĕç. Капремонт йĕркипе уйăрнă миллионсемпе тĕрĕсех усă курнă-ши; Сас-хура тăрăх, ĕçе виçĕ-тăватă сыпăк таран параçитла посредниксем сĕкĕннĕ имĕш. Акă, ман патра тăваттăн икĕ уйăх таранччен ăшă радиаторĕсене улăштарчĕç. «Пире «ĕç тупса панăшăн» хамăр ĕçлесе илнĕ укçаран 20 процентне пирĕн Шупашкарти «посредникне» тÿлеме тивет», – терĕç. Чĕр мăшкăл мар-и-ха; Юсав хакĕсене хваттершĕн тÿлекенсем çине пайлани тĕрĕс мар тесе шавларĕç. Шкулсене халăх пухăвĕсемпе йышăну тумасăр хупаççĕ тесе пăлханчĕç. Ку ыйтăва Патшалăх Канашĕн депутачĕсен помощникĕсене тĕпчеме хушрĕç. Çынсем халĕ Д.Медведев сăмахне вырăнти пуçлăхсем мĕнле ăнланнине пĕлесшĕн. Тепĕр митинга, тен, администрацисен, службăсен начальникĕсем, депутатсем тухса курĕç;

Çивĕч ыйтусем – коррупци, ял хуçалăхĕ.

Юлашки икĕ-виçĕ çул тăршшĕнче эпĕ влаçри партисенче тăракансем (ЕР, СР, ЛДПР) – губернаторсем, мэрсем, госдума, госсовет депутачĕсем, тĕрлĕ чиновниксем коррупципе тăлланса следстви аллине лекнĕ тĕслĕхсене çырса пыратăп. Список кĕнеке туса кăлармалăх пухăнчĕ. Пичетрен, телеещĕкрен илнĕ материал куллен хушăнса хулăнланать. Шел, уголовлă йĕркепе пуçарнă ĕçсем мĕнле вĕçленнине пĕлме çук: конфискацирен тата тĕрмерен çав коррупционерсем мĕнле меслетсемпе хăтăлаççĕ-ши; Д.Медведев ку темăпа уйрăм калаçу пуласса шантарчĕ. М.Горбачевранах кризис тыткăнĕнче пурăнатпăр – тÿсме пулĕ, анчах мафие, криминала, коррупцие епле путлантармалла-ши; Мартăн 3-мĕшĕнче Ростов облаçĕнче нефть продукчĕсем туса кăларакан завода рейдерла банда тапăннине кăтартрĕç. Ку кампани тахçантанпах пырать. Ăна мĕншĕн патшалăх хăй чараймасть; Чармарĕç те, колхозсемпе совхозсене куç умĕнчех панкрут кампанийĕпе тĕп турĕç.

Ял пирки. Критерисен сассинче, ман шутпа, çак лозунгсем малта тăмалла: «Ял çынни те – çынах!», «Çĕре – хресчене!», «Ял пĕтрĕ – Раççей та çук!» Çĕр çинче тарласа пурлăх тăвакана халь те пулин налуксенчен хăтармалла. Ял пурнăçне çак таран арпаштарнă хыççăн кризиса çăварлăх пеме урăхла меслет тупăнаймĕ. «Буш ури» евĕрлĕ продукципе самăрăлнă мегаполис кĕçех ак хăех ял еннелле пăхкалама хăтланĕ. Уçă сывлăшлă ирĕклĕ çĕр Урал леш енче авă çын пуçне 8 тăваткал километр таранах выртать. Çитĕпĕр-ха: Рома хăйĕн пĕр-пĕр яхтине, тен, тĕтреллĕ Темзăран Вурнаркăна килсе ярĕ...

Д.Медведев тепĕр паха тĕслĕх кăтартрĕ. Вунă çула яхăн ял хуçалăх министрĕ пулнă А.Гордеева юхăнса çитнĕ Воронеж облаçне ура çине çĕклеме хушрĕç.

Д.Медведев ял пирки хăйĕн татăклă сăмахне калатех.

Мартăн 6-мĕшĕнче М.Горбачев интервьюне пăхрăм. Тĕнче тăрăх сĕтĕрĕнме кĕрĕшнĕскер, влаçрисене ăс парса вĕрентме юратать. Капитализм тытăмне килсе çапнă çак кризисран социализмла майсемпе çăлăнма сĕнет. Ав епле! Хăçан пире кирлĕ вăхăтра тăн кĕрĕ-ши;

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика