14 марта 2009 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче пĕчĕк бизнеса, предпринимательствăна, фермер хуçалăхĕсене малалла аталантарса пынă чухне тупăшлă ĕçлемеллине, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пымаллине, тăкаксемпе кĕрешмеллине палăртрĕ. Халĕ районти хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсем хавшаса, панкрута тухса пынă вăхăтра, фермер хуçалăхĕсене йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна Кăмашри Владимир Ильич Иванов фермерăн ĕçĕ-хĕлĕнчен те яр уççăн туйса илетĕн.
Кăçал, юр сахал çунăран, уйсем халех хура тум тăхăнма пуçларĕç. Пĕтĕм тавралăха çурхи хĕвел ăшши васкасах чĕрĕлĕх парасшăн.
Эпир, Кăмашри Владимир Ильич Иванов фермерпа иксĕмĕр, тин çеç хĕл ыйхинчен вăраннă тавралăха сăнаса, унăн уйĕсем тăрăх утатпăр.
– Фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕренпе кăçал вунă çул çитет, – терĕ вăл. Апла пулин те, малтанхи çулсенчи пекех, канăçсăрланатăп, мĕншĕн тесен кашни çуркунне хăйне евĕрлĕ килет. Кăçал та, ав, юр сахал çурĕ, нÿрĕк çителĕксĕр пуласси пăшăрхантарать. Çуракине пур енлĕн хатĕрленсе çитрĕм. Вăрлăхсем çителĕклĕ, вĕсем йăлтах кондициллĕ, – хыпарлама васкарĕ çĕр ĕçне лайăх чухлакан фермер. – 22 гектар йышăнакан çĕр лаптăкĕ çинче тыр-пул, çĕрулми тата выльăх апачлĕх культурăсене акса-лартса çитĕнтеретĕп. Техника енчен илсен, çуракине гусеницăллă трактор пĕрре, урапаллисем иккĕ, автомашина пĕрре хутшăнмалла. Пурте юсавлă. Вĕсемпе йăлтах хам ĕçлетĕп.
Çĕнĕ ĕç малтанхи вăхăтра яланах чăхăмлать. Владимир Иванов фермера та пирвайхи çулне çăмăлах килмен. Çак ĕçе пăрахас тесе те шутланă вăл. Анчах ăна, Калининăри профессипе техника училищинче трактористпа шофер специальноçĕсене, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕренсе агроном дипломне алла илни, тăван çĕр хăй патне туртма вăй-хăват панă. Вăл фермер хуçалăхне салатса яман, пачах урăхла – çĕр пулăхне лайăхлатас, унăн пуянлăхне алла илес ĕмĕтпе пурăнать.
Районти ятлă-сумлă фермер каланă тăрăх, пĕчĕк хуçалăхăн ăнăçлăхĕ – ял хуçалăх продукчĕсене нумайрах туса илнипе пĕрлех вĕсене çийĕнчех вырнаçтарнинче, пысăкрах хакпа сутса тупăш ытларах курнинче. Унсăрăн фермер хуçалăхне малалла аталантарма, ăна усăллă, тупăшлă тума май çук иккен. Юлашкинчен вăл çапла хыпарларĕ:
– Фермерăн куллен тупăш ытларах илес, тăкаксене чакарса пырас, ял хуçалăх продукчĕсене çийĕнчех сутма васкавлă килĕшÿсем тăвас ĕмĕтпе пурăнмалла, ĕçлемелле, – терĕ.
В.Иванов фермер хуçалăхĕ çултан çул тĕрекленсе, вăй илсе пырать. Вăл тупăшлă та усăллă. Тăрăшуллă фермер çывхарса килекен çуракине тĕплĕн, пур енлĕн хатĕрленнинчен те лайăх туйса илетĕн.