11 марта 2009 г.
Уравăшри модельлĕ библиотека ял культурине аталантарассине сумлă тÿпе хывать. Кунта шкул ачисем кăна мар, аслисем те хаваспах çÿреççĕ. Вулакансене Клара Вольевна Сюмайкина библиотекарь тараватлăн кĕтсе илет, кирлĕ кĕнекесемпе çийĕнчех тивĕçтерме тăрăшать.
Юлашки çулсенче библиотека фончĕ чылай пуянланчĕ. Нумаях пулмасть акă ялти сумлă çынсенчен пĕри – 80 çулти Валерьян Георгиевич Лукин – библиотекăна парне кÿчĕ. Вăл панă «Величайшие загадки мира» пилĕк томĕпе, А.Нечволодовăн «Сказания о русской земле» кĕнекесен пуххипе, детективсемпе халĕ вулакансем кăмăлласах паллашаççĕ.
Çак кунсенче кунта «Эпĕ çĕршыв хÿтĕлевçи пулатăп» ятпа шкул ачисем хушшинче викторина иртрĕ. Патриотла воспитани парас тĕллевпе ăна шкул библиотекипе пĕрлешсе йĕркелерĕç. Чи маттурри Кирилл Федоров пулчĕ, вăл грамотăна тивĕçрĕ.