11 марта 2009 г.
Район шайĕнчи пекех ялсенче те Çăварнипе Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне хаваслăн ирттерчĕç.
Хурăнсур-çармăссене акă уяв концерчĕпе ачасен «Шанчăк» эстрада тата «Матрешки» ташă ушкăнĕсем, «Тарават» фольклор коллективĕ савăнтарнă. Клуб ĕçченĕсем Михаил Кузьминпа Валентина Егорова «Поле чудес» вăййа йыхравланă. Унăн çĕнтерÿçи «Хорнзор» хуçалăхра тимлекен Алина Шашкова пулса тăнă.
Вырсарникун хурăнсур-çармăссем пĕтĕм ялпа вырăс хĕлне ăсатса янă. Пĕр-пĕрне саламлани, вăйă-кулă уяв сĕмне лайăх кăмăлпа тултарнă. Ял çыннисем спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçнĕ, çуллă икерчĕ çисе киленнĕ.
Валерий Андреев, Анатолий Павлов тата Владимир Тяхмусов Çăварни катаччийĕ чуптарнă. В.Артемьевăн çунине чи хитри тесе палăртнă.
Упнерсем те Çăварние чаплăн уявланă. 74-ри Иван Макаров лаша кÿлсе тухнă, Эмма Гаврилова чăн чăваш сăри вĕретнĕ, Галя Николаевапа Галя Кудрявцева икерчĕпе сăйланă, Лиля Трофимова купăс çеммипе юрă-ташă ытамне илĕртнĕ.
Ялти ватă çынсем – Нина Сергеева тата Иван Никифоров – хăйсен сăмахĕнче йывăрлăхсене пĕрлешсе ĕçлесен кăна çĕнме пулнине палăртнă, çамрăксене йăла-йĕркесене манманшăн тав тунă. Çак кун уявра чылай вăйă-ăмăрту иртнĕ.