Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суя справка хакла ларать

11 марта 2009 г.

Эпир, ашшĕ-амăшĕсем, хамăр ачасене лайăххине кăна – ырă кăмăллă та вашават пулма, хăйсене тирпейлĕ те тĕрĕс тытма – вĕрентме тăрăшатпăр. Çакă, паллах, вĕсене пурнăçра шанчăклă çул тупма пулăшассипе, çирĕп воспитани парассипе çыхăннă. Анчах çывăх çынсемсĕр пуçне ачасене общество та витĕм кÿрет. Чи пĕлтерĕшли – ку витĕм япăх ан пултăр. Çавăнпа та пирĕн нихăçан та тимлĕхе çухатмалла мар. Ан манăр: çамрăк саккуна пăсрĕ-тĕк, ытларах чухне ашшĕ-амăшĕ айăплă – таçта асăрхаса çитереймен, темскер кирлĕ пек ăнлантарман, тем çинчен калаçман...

Акă, аслă шкулсенче пĕлÿ пухакансем те саккуна пăснă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Хăш-пĕр студентсем, укçа перекетлес тесе, халĕ те 11 класра вĕренеççĕ тесе тăван шкултан справкăсем çыртараççĕ. Вĕсемпе усă курса Хусанти, Мускаври, Санкт-Петербургри станцисен чукун çул вокзалĕсенчен çур хакпа билетсем туяннă. Анчах çулçÿрев ăнăçсăр тухнă. Ку тĕслĕхсемпе РФ Уголовлă кодексĕн 327-мĕш статйипе – суя документ хатĕрленĕшĕн, унпа усă курнăшăн – уголовлă ĕçсем пуçарнă. Халĕ вĕсем тăрăх тĕрĕслев иртет.

Çамрăксене асăрхаттарас килет: ултав майĕпе çăмăллăхлă билет туяниччен лайăх шутласа илĕр. Ку преступленишĕн 4 çултан пуçласа ирĕклĕхе чакарма е штраф хума, обязательнăй йĕркепе ĕçлеттерме е ĕçлесе юсанмалла айăплама пултараççĕ. Ултавпа кăшт укçа перекетлес тени пĕтĕм малашлăха пĕтерсе хурĕ, чăрмав кÿрсе пырĕ. Сăмахран, паллă, чи лайăх шутра тăракан аслă шкулсем уголовлă ĕçсемшĕн айăпланнă çамрăксене вĕренме илесшĕн мар.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, хăвăрăн çула çитмен ачасемшĕн эсир яваплă пулнине ан манăр. Енчен те çамрăксем йĕркене пăсаççĕ-тĕк, ашшĕ-амăшĕсем хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаççĕ. Çакăншăн административлă явап тыттарма пăхнă. «Раççей чукун çулĕсем» обществăна кÿнĕ тăкаксене те вĕсенчен шыраса илеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика