Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшни куç умĕнче

11 марта 2009 г.

Тăрăшни куç умĕнче

Ĕç – пурнăç тыткăчи теççĕ. Чи пултаруллисене, тăрăшуллисене вăл мухтава кăларать. Ĕне сăвакан операторсем уйрăмах хисепе тивĕçлĕ. Вĕсем çулталăкĕпех кашни кун 4-5 сехет тĕлне фермăна килеççĕ. Зооветспециалистсем те сĕт, аш-пăш ытларах туса илессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Пĕр-пĕринчен вĕренни, çĕннине пĕлни пысăк усă парать. Нумаях пулмасть сĕт тата сĕт продукчĕсен техника регламенчĕ çинчен йышăннă саккун вăя кĕчĕ. Ун пирки фермăра тăрăшакансене тĕплĕнрех ăнлантарас, малалла ĕçлеме хавхалантарас тĕллевпе иртнĕ эрнекун районта семинар-канашлу йĕркелерĕç.

Чи малтан район пуçлăхĕ А.Кузьмин, унăн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ А.Борисов, ял хуçалăхĕпе тирпейлекен предприятисен ертÿçисем, ĕне сăвакан операторсем, зооветспециалистсем, ветеринари участокĕсен заведующийĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем «Янгорчино» кооперативра пулчĕç, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле аталаннипе кăсăкланчĕç. Хуçалăх ертÿçи Г.Романов пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Çĕрпелсен тăрăшулăхĕ яр уççăнах курăнать. Уй-хир культурисене тата выльăх-чĕрлĕх продукцине сутса пĕлтĕр 2007 çулхинчен ытларах тупăш илнĕ. «Янгорчино» ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тимлекен хуçалăх. Ахальтен мар ĕне выльăх, пушмак пăрусем республикăри ăмăртусенче çуллен медальсене тивĕçеççĕ. Кашни ĕнерен сĕт суса илессипе кооператив «Мураты» предприяти хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăннă. Сĕт тата сĕт продукчĕсен техника регламенчĕ ыйтнă пек хуçалăхра кирлĕ документсене хатĕрлесе çитернĕ. Продукцие кирек ăçта сутма пултараççĕ. Геннадий Васильевич отчетлă пухури пекех çивĕч ыйтăва хускатмасăр чăтаймарĕ. Паянхи кун сĕт хакĕ йÿнелни çĕр ĕçченне тĕллевсене пурнăçлама ура хурать. Ертÿçĕ семинара килнисене ферма çĕклеме палăртнă вырăна кăтартрĕ.

Хресченĕн пуçарулăхĕ пур. Сĕт, аш-пăш туса илессине ÿстерессипе тимлеме те вăй çитерĕ вăл. Анчах та мĕншĕн сĕт тирпейлекен заводсем продукци хакне ÿстермеççĕ; Çивĕч ыйту кооперативăн тĕп зоотехникне Ираида Никифорована та пăшăрхантарать. Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕн генеральнăй директорĕ Ф.Волков каланă тăрăх, туса кăларнă продукцие пысăкрах хакпа туянмаççĕ, çавăнпа-тăр чĕртаваршăн 14-15 тенкĕ тÿлеймеççĕ.

2008 çулта выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе мĕнле тимленине райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп зоотехникĕ Г.Романов каласа кăтартрĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем виçĕ çулта 160 миллион тенкĕлĕх кредита тивĕçнĕ. Фермăсене çĕнетнĕ, ăратлăха лайăхлатнă. Ĕç кăтартăвĕсем ÿсни куç умĕнчех. Районта сĕт туса илессипе 18 хуçалăх тимлет. Тăхăр предприятире пĕлтĕр кашни ĕнерен 3700 килограмм ытла сĕт суса илнĕ. 2009–2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе йышăннă район программипе килĕшÿллĕн выльăхсен йышне ÿстерме, кашни ĕнерен сĕт суса илессине 4100–4500 килограма çитерме тăрăшмалла. Георгий Павлович «Янгорчино» кооперативран тĕслĕх илсе ытти хуçалăхра та сĕте халăхран пуçтарассине йĕркелемелле терĕ.

Сĕт пахалăхлă-тăк этем сывлăхĕ çирĕпрех пулĕ. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ Н.Тихонов малашне продукцие килĕшÿ декларацийĕсĕр вырнаçтарма кăткăс пулнине çирĕплетрĕ. «Сĕт тата сĕт продукчĕсен техника регламенчĕ çинчен калакан саккуна ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç тирпейлекен предприятисен пăхăнма тиветех»,– терĕ район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ А. Борисов та.

«Янгорчино» кооперативăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн семинара пуçтарăннисем Вăрнарти типĕтнĕ сĕт заводне çитрĕç. Ф.Волков гендиректор хăнасене цехсем тăрăх илсе çÿрерĕ. Кунта çĕнĕ технологисемпе усă курса 20 яхăн продукци туса кăлараççĕ иккен. Тĕллевсем пысăк: тата хăватлăрах оборудовани туянасшăн, тĕрлĕ йогурт кăларасшăн. Завода республикăри пĕтĕм районтан тенĕ пекех сĕт сутаççĕ. Гендиректор Вăрнар енчи хуçалăхсен продукцийĕ пахалăхлăраххине каларĕ. «Янгорчино»,Карл Маркс ячĕллĕ, «Победа», «Броневик» кооперативсен ертÿçисене тав сăмахĕ каларĕ. Ф.Волков хуçалăхсем умĕнче парăмсем пуррине пытармарĕ. Заводăн вара лавккасенчен 8 миллион тенкĕ илмелле. Хальхи вăхăтра предприятире типĕтнĕ сĕт сахалрах хатĕрлеççĕ, мĕншĕн тесен тупăш кураймастăн. Йÿçек сĕтлĕ продукци ытларах кăларма тăрăшаççĕ. Семинара килнисем заводăн пахалăхлă апат-çимĕçне тутанса пăхма пултарчĕç. Вĕсене уйрăмах иçĕм çырли, курага хушса хатĕрленĕ тăпăрчă, бифилайф килĕшрĕ.

Семинар малалла «Шанс» тулли мар яваплă обществăра тăсăлчĕ. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе этемлĕхĕн черченкĕ çуррине район пуçлăхĕ А.Кузьмин, унăн пĕрремĕш заместителĕ А.Борисов, «Янгорчино» кооператив ертÿçи Г.Романов, «Шанс» обществăн директорĕ В.Михайлов, типĕтнĕ сĕт завочĕн директорĕ Ф. Волков, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕн заместителĕ Н.Аливанов тата «Единая Россия» парти ячĕпе Л. Захаров чун-чĕререн саламларĕç, ĕçре тата пысăкрах çитĕнÿсем тума сунчĕç. 4 пин килограмран ытла сĕт суса илнĕ дояркăсем РФ Патшалăх Думин депутачĕн П.Семеновăн, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Свешниковăн парнисене тивĕçрĕç. Район администрацийĕ тăрăшнипе семинара килнĕ ытти ĕçчен хĕрарăм та тимлĕхсĕр юлмарĕ, парнеллĕ пулчĕ. Пухăннисене чăваш эстрада çăлтăрĕсем концертпа савăнтарчĕç. Район пуçлăхĕ А.Кузьмин та, типĕтнĕ сĕт завочĕн директорĕпе Ф.Волковпа «Янгорчино» хуçалăх ертÿçи Г. Романов та артистсенчен юлмарĕç, этемлĕхĕн черченкĕ çуррине илемлĕ юрă парнелерĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика