11 марта 2009 г.
Вăрман Кипекри вăтам шкулта тĕрлĕ конкурссем час-часах иртеççĕ. Вĕсем ăс-тăна аталантараççĕ, тавракурăма ÿстереççĕ.
Иртнĕ эрнере акă кунта наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Вĕренекенсем – О.Алексеева, Л.Андреева, М.Данилова, Л.Иванов, Т.Алексеева, А.Афанасьев, В.Андреев, О.Васильева, Г.Сергеева, Н.Шишкова – тĕрлĕ темăпа тĕпчев ĕçĕсем хатĕрлерĕç, ытти вĕренекенсем умĕнче хÿтĕлерĕç. Чи лайăххисене районти конкурса хутшăнма суйласа илчĕç.