11 марта 2009 г.
Çак йăлана анлăрах сарас тĕллевпе Калининăри вăтам шкулта икуйăхлăха старт панă.
Пĕрремĕш мероприятисем иртнĕ те ĕнтĕ. Вырăнти сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем шкулта чир-чĕре вăхăтра асăрхаттарассипе уçă калаçусем йĕркеленĕ.
Темиçе кунтанах пĕтĕм шкул йĕлтĕрпе эстафетăна тухнă. Чи маттуррисем 3-мĕш, 5-мĕш «а», 7-мĕш «б», 8-мĕш «а» классем пулнă, ачасем хушшинчи лидерсем – Александр Гордеев, Кристина Ефимова, Анжела Черкасова, Алексей Воинов, Настя Петрова, Елена Иванова, Игорь Гаврилов, Надя Репина, Федор Виноходов.
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн Татьяна Фетисовна Васильева ертсе пынипе 7-мĕш «а» класс чаплă концерт кăтартнă. Куракансене çавăн пекех 2-мĕш «а» класăн ташшисем çав тери тыткăнланă. Хатĕрлекенĕ – Алевтина Львовна Кириллова.
Уяв умĕнех шкулта 10-мĕш класс хĕрĕсем «Ай-хай, хĕрсем» конкурсра тупăшнă.
Сывă пурнăç йĕркине халалланă икуйăхлăх программинче спорт, ăс-хакăл ăмăртăвĕсем, тĕрлĕ тĕл пулусемпе калаçу каçĕсем тата чылай. Ун йĕркипех акă шкул ачисем кунсерен Вăрнарти «Химик» стадионти каток çине ярăнма çÿреççĕ.