Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хресчен ĕçĕ хисеплĕ-и

11 марта 2009 г.

Хресчен ĕçĕ хисеплĕ-и

«Çĕр-аннерен хакли никам та çук, ака-сухаран пахи çук...» – тесе юрлать чăн-чăн хресчен чунĕллĕ çын. Хăйĕн мăн аслашшĕсен ятне яланах çÿлте тытса пырас тесе йывăрлăхсене парăнмасăр ака-суха ĕçĕсене вăхăтра ирттерет, пуç çĕклемесĕр çăвĕпе ял хуçалăх культурисенчен пысăк тухăç илессишĕн тăрăшать. Хура çăкăр хура тарпа çитĕнет тени тÿрре тухать. Ялта вăй хуракансем ырми-канми ĕçленипе пирĕн сĕтел çинчен çăкăр-тăвар татăлмасть.

Маттур ял çыннисем, ял хуçалăх предприятийĕсенче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тимлекенсем хăйсен ĕçне хакланине туйса тăччăр тесе «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕ «Хресчен ĕçĕ – чи пархатарли» темăпа «çавра сĕтел» йĕркелерĕ. Унта район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ А.Борисов, тĕп инженерĕ В.Никифоров, «Победа» тата «Луч» хуçалăхсен ертÿçисем А.Семеновапа В.Ижелеев, А.Игнатьев фермер, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ В.Романов, «Агро-инновацисем» патшалăх унитарлă предприятийĕн Вăрнарти консультаци центрĕн директорĕ Е.Алексеев, хушма хуçалăх тытакан А.Алексеев (Хураçырма) хутшăнма кăмăл турĕç. Шел те, чĕннĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен никам та килмерĕ. Ял хуçалăхĕ кăсăклантармасть иккен вĕсене.

Хаçатăн тĕп редакторĕ В.Николаев сăмах илнĕ май, «Çĕнтерÿ çулĕ» район пурнăçĕн кĕнеки пулнине палăртрĕ. «Хаçатра район агропромышленность комплексĕ мĕнле аталанса пынине çутатсах тăма тăрăшатпăр. Ятлă-сумлă ĕç çыннисем пирки статьясем те тăтăшах кун çути кураççĕ», – терĕ. «Çавра сĕтеле» хутшăннисем çивĕч ыйтусене ытларах хускатма ыйтрĕç. Пĕлнинчен пĕлменни нумай теççĕ. Хаçат редакцийĕ ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсемпе тачă çыхăну тытма тăрăшнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Хресченпе калаçмасăр, унăн чун-чĕринчи пăшăрханăвĕпе кулянăвне ăнламасăр, вăл сĕнÿ-канаш панине шута илмесĕр, ял пурнăçĕ çине тимлĕ пăхмасăр вăл-ку темăна тĕплĕн çутатаймастăн. «Çавра сĕтелте» калаçу хĕрÿ иртрĕ, çĕр ĕçченĕсем корреспондентсен ыйтăвĕсене те хуравларĕç.

– Кăçал республикăра Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ. Ялта тăрăшаканăн тата ÿсĕмлĕрех ĕçлес тесен мĕн тумалла;

А.БОРИСОВ:

– Николай Федоров Президент ку çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе палăртнине ырлатăп. Пурне те тăрантаракан хресчене кашниех хисеплеме вĕрентĕр. Паллах, кăçал çĕр çинче тăрăшаканăн тата теветкеллĕрех ĕçлемелле. «Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕн тĕллевĕ – ялăн социаллă тата экономика пурнăçне малалла аталантарас енĕпе комплекслăн пурнăçламалли ĕç, ют çĕршывсен опычĕпе, çĕршыври аграри ăслăлăхĕн çитĕнĕвĕпе, чи çĕнĕ технологисемпе усă курса ял хуçалăх производствине çирĕппĕн аталантармалли нумай енлĕ ыйтусене татса парасси, ял хуçалăх предприятисене тĕнчери тухăçлăх кăтартăвĕсен шайне кăларасси», – тенĕ Президент Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă «Чăваш ен çитĕнĕвĕ – кашнин пуçарулăхĕнче» Çырăвĕнче. Президентăн тĕллевне тухăçлă пурнăçлас тесен районта чи малтан усă курмасăр выртакан 650 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртессипе хытах ĕçлемелле. Кăçал тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен 15 пин те 861 гектар йышăнмалла. Çав шутран пĕлтĕр 5 пин те 108 гектарĕ çинче кĕр тыррисене акса хăварнă. Чăваш ене çĕр улми çĕршывĕ тесе калаççĕ. Районти чылай ял хуçалăх предприятийĕнче «иккĕмĕш çăкăра» туса илес ĕçре çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ. Ыттисен те пуçаруллăрах пуласчĕ, хăватлăрах техника туянасчĕ. Кăçал çĕр улмие 1014 гектар çитĕнтерме пăхнă. Çĕр хăйне хисепленине лайăх туять. Акă иртнĕ çул тĕш тырă гектар пуçне 27,7 центнер, çĕр улми 255,4 центнер тухăç панă. Республика ертÿçи малашне кашни çулах тĕш тырăпа «иккĕмĕш çăкăра» пĕрер миллион тонна туса илмелле терĕ. Пысăк тĕллеве пурнăçланă çĕре Вăрнар район аграрникĕсен те пысăк тÿпе хывмалла.

А.ИГНАТЬЕВ:

– Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче пысăк тĕллевсене пурнăçлассипе хытах тимлемелле теççĕ. Ĕçлеме ÿркенмен, хура тар тăкма хăраман çын тырри-пуллине те, çĕр улмине те, сĕтпе аш-пăшне те туса илĕ-ха. Анчах ял хуçалăх таварĕсен хакĕ çукки кăмăла хуçать. Тырра, сăмахран, йÿнĕпе туянаççĕ, лавккасенче вара çăкăр вун тăватă тенкĕ тăрать. Усламçăсен кĕсйи епле хулăмланать! Пĕри пуç çĕклемесĕр ĕçлекенни, тепри пуяканни. Тырă хакĕ, ăна тупăшлăрах вырнаçтарасси пирки Шупашкарти пысăк пуçлăхсемпе калаçрăм. Мĕн тетĕр;! Хресченĕн шăхăш-кăмăлĕ, чун ыратăвĕ вĕсене вуçех кăсăклантармасть. Ăнланулăх çук. Е тата тепĕр тĕслĕх. Кĕлетсене кĕмен тырра е вырăнта типĕтме условисем çуккине кура, тырă йышăнакан предприятисене управа хуратпăр. Хаксем тивĕçтерменнипе уй-хир ылтăнне палăртнă тапхăрта яланах сутаймастăн. Тырă йышăнакан предприяти вара управ вăхăчĕ иртнĕшĕн укçа-тенкĕ сăптăрать анчах. Капла пĕр-пĕрне ĕçлеме чăрмантаратпăр-çке. Влаçрисене ял çыннисене канăç паман ыйтусем çине тимлĕрех пăхтарасшăн. Вĕрентсе калакансем чылай. Хресчен, эсĕ мĕнле пурăнатăн тесе ыйтакансене, шел те, сахалрах тĕл пулатăп. Тупăшлă ĕçлеме майсем çителĕклĕ пулманнине кура хавхаланса ĕçлеме çăмăл-им; Е йывăрлăхран хăраман хресчен аптрасах каймĕ теççĕ пулас. Сĕтел хушшине ларсан çăкăра кам çитернине астусах тăрасчĕ те. Юрать, пĕлтĕр çĕр улмине тивĕçлĕ хакпа сутрăмăр. Унччен пĕр 8–10 çул тупăш сахал куртăмăр. Кашни çулах уй-хир культурисене те, выльăх-чĕрлĕх продукцине лайăх хакпа вырнаçтарсан ял хуçалăхĕ хăвăртрах аталанса кайĕ. Пурне те тăрантаракансене пулăшмаллах.

Чăвашсене тата эпĕ хăюллăрах пулма ыйтасшăн. Пĕрре çапла фермерсене хамăра канăçсăрлантаракан-кăсăклантаракан ыйтусемпе республика ертÿçисем патне кайма сĕнÿ патăм. Малтанах килĕшрĕç пек. Анчах та пĕр-икĕ утăм тусанах каялла çаврăнса пăхрăм та – пĕри те çук.

А.СЕМЕНОВА:

– Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансем Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче укçа лавпа килсе парасса кĕтсе лармаççĕ. Ĕçленин усси пултăрччĕ кăна. Пĕлтĕр çĕр улмине кашни гектартан вăтамран 355 центнер, тырра – 42 центнер пухса илтĕмĕр. Уй-хир ылтăнĕ кĕлет туллиех. Хакĕ ытла та йÿнĕ – 2–3,5 тенкĕ – пулнăран сутма тăхтатпăр. Ĕçленине харама ярас килмест. Хаксем ÿсессе хăçанччен кĕтмелле; Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, техника еплерех хакланса кайрĕç. Çĕр ĕçченĕ еннелле утăмсем тумаллах. Илнĕ кредитсемшĕн епле татăласси пирки кашни ертÿçех пуç ватать-тăр.

В.РОМАНОВ:

– Килти хушма хуçалăх тытакансенчен тытăнса ял хуçалăх предприятийĕсем таранах тырă, çĕр улми, аш-пăш, сĕт туса илеççĕ. Паян кун хресчен ĕçне хисеплеменнине куратăп та чун ыратать. Сĕт тирпейлекен заводсем сĕте 8,50 тенкĕпе туянаççĕ, хăйсем 18 тенкĕпе кăлараççĕ. Лавккасенче çак продукцие 25 тенкĕпе ярăнтараççĕ. Уйрăмлăх питĕ пысăк. Эпĕ ĕçленĕ вăхăтра «Чăвашсем, чăмăртанăр!» ятлă лозунг пурччĕ. Нивушлĕ ял хуçалăх таварне туса кăларакансемпе тирпейлекен промышленноçра тăрăшакансем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме пултараймаççĕ;

– Ял хуçалăхне аталантарас ĕçре çитменлĕхсем çук мар. Çапах та «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ ялта ĕçлекенсене çĕнĕ вăй-хăват, шанчăк панине те палăртмалла.

В.ИЖЕЛЕЕВ:

– 1990-мĕш çулсенче 20 гектар çĕр çинче ĕçлесе техника туянма май пурччĕ. Кайран çĕршыври лару-тăру кăткăсланса кайрĕ. Ĕçлес кăмăл пĕтрĕ. Юрать, 2006 çулта агропромышленность комплексне аталантарассине приоритетлă наци проекчĕсен шутне кĕртрĕç. Хуçалăхсене нумай çуллăха çăмăллăх кредичĕсем пама пуçларĕç. Сысна ĕрчетессипе тимлеме бизнес-план хатĕрлесе кивçен укçа илтĕмĕр. «Маяк» хуçалăхăн акăнман-лартăнман çĕрĕсене çаврăнăша кĕртсе пыратпăр. Шутласан 1 гектар сухалани 12 пин тенкĕ тăкак кÿрет. Эпир ĕçлемесен аякран килсе пулăшмĕç, хуçалăха çĕклемĕç. Пĕрре сухалама, акма пуçларăн пулсан çĕртен уйрăлаймастăн. Вăл тăван анне пекех чĕнет, хăйне хисеплекенсене, юратса пăхакансене вĕçертесшĕн мар. Ял хуçалăх культурисене аксан-лартсанах эпĕ вĕсем мĕнле çитĕннине кашни кун кайса пăхатăп. Унсăрăн ыйхă килмест. Çĕр ĕçĕ хресченшĕн хăйшĕн чи пархатарли вăл. Çĕр хăйне хисепленĕшĕн тухăçне шеллемест. Пĕлтĕр ял хуçалăх таварне сутса пĕтĕмпе 3 миллион тенке яхăн илтĕмĕр. Тивĕçлĕ ĕç укçи çынна ĕçлеме хавхалантарать. Çавăнпа шалу тÿлесе миллион тенкĕ ытла пĕтернĕ. Ĕçе механизацилемесĕр предприятие малалла аталантарма май çук. «Луч» хуçалăха тата 6–7 миллион тенкĕ кирлĕ. Анчах пĕлтĕр пĕчĕкрех хуçалăхсем валли нумай çуллăха кредит уйăрмарĕç.

–Ял хуçалăхĕн тĕп вăйĕ – ĕçлеме юратакан çынсенче. Кадрсен ыйтăвне татса парассипе хуçалăхсенче мĕнле тимлеççĕ;

В.НИКИФОРОВ:

– Çураки те çывхарать, хресчене уй-хире тухма чĕнет. Механизаторсен кадрĕсем пур хуçалăхра та çитмеççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен кăшт мал ĕмĕтлĕрех пулмалла. Ял хуçалăх техникумĕнче те, Вăрнарти 29-мĕш професси училищинче те тракториста вĕренсе тухма май пур. Паянхи кун училищĕре хамăр районтан 17 çын ăс пухать. Çав шутран тăваттăшĕ – «Янгорчино» кооперативран.

А.ИГНАТЬЕВ:

– Кадрсем пĕтĕм ыйтăва татса параççĕ тенипе килĕшмелле. Мана ялта хастар ĕçлекенсем сахалланса пыни шухăшлаттарать. Китай çыннисем ав еплерех тăрăшаççĕ! Паянхи çамрăк ăру ял хуçалăхĕнче ĕçлеме хатĕр-и-ха;! 8–9 классенче вĕренекенсем хушшинче ыйтăм ирттертĕм. Пĕри те механизатор пулатăп тесе хуравламарĕ. Пирĕн хыççăн çĕр-аннемĕрĕн пуянлăхне ÿстерсе пыраканĕ кам пулĕ; Аслисем ăс-тăн панипе-ши яш-кĕрĕм тăван тăрăхран аякра пысăк укçаллă ĕç тупма ĕмĕтленет.

– Ура çинче çирĕп тăнă хăш-пĕр хуçалăхсем рынок условийĕсенче аталанса каяймарĕç. Ял çыннисемшĕн хушма хуçалăх – тупăш илмелли çăл куç пулса тăчĕ.

А.АЛЕКСЕЕВ:

– Пуçаруллă, маттур, малашлăхăн çирĕп никĕсне хывма ăнтăлакан ял çыннисем те çăмăллăх кредичĕсем илчĕç-ха, хушма хуçалăха тĕреклетрĕç. Хальхи вăхăтра вĕсем ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем пекех кăткăс лару-тăрăва лекрĕç. Продукцин хакĕ пулманран Хураçырма ялĕнче выльăх-чĕрлĕх йышĕ 3 хут чакрĕ. Ял çыннисенчен ĕçлеме кăмăл çуккине час-часах илтетĕп. Хресчен ĕçне кирлĕ пек хакламанран çамрăксем хулара юлма тăрăшаççĕ. Ялсенче пушă килсем сахал мар.

В.РОМАНОВ:

– Ĕлĕкрех выльăх-чĕрлĕх усраса çурт-йĕр çĕклеме пулатчĕ. Паянхи кун пачах урăхла ÿкерчĕк. Сăмахран, Çĕрпел ялĕнче те кил-çурт çавăракансене сайра хутра тĕл пулатăн. Тепĕр темиçе çултан ял шăпи мĕнлерех пулĕ;

Хресчене пулăшусăр хăвармалла мар. Çивĕч ыйтусене татса парассипе çине тăрсах ĕçлемелле. Пулăшу тивĕçлĕ шайрине кура çĕр ĕçченĕ 2008–2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантармалли тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕртавар, апат-çимĕç рынокне йĕркелемелли Патшалăх программине пурнăçа кĕртме хастартарах хутшăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика