07 марта 2009 г.
Мăн Элмен ялĕнче çуралса ÿснĕ Петр Григорьевич Ггигорьев паян хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Пурнăç çулĕ çăмăл пулман унăн, çавах та вăл тĕрĕс çул çине тăма тăрăшнă. Сакăр класс вĕренсе тухнă хыççăн Хусанта виçĕ çул механик профессине алла илнĕ. Ун хыççăн Владимир облаçĕнче торф кăларнă çĕрте трактористра ĕçленĕ. 1962 çулта Кÿлхĕрринчи çамрăк хĕрпе, Василиса Гавриловнапа, пĕр çемье çавăрнă. Мăшăрĕ те хăй пекех çăмăл пурнăçпа пурăнман, тăлăх ÿснĕ.
Аслă хĕрĕ çуралсан вĕсем Çарăклă поселокне куçса килеççĕ. Кунта килсен Петр Григорьевич хăйĕн пурнăçне вăрман хуçалăхĕпе çыхăнтарать. Унта вăл 38 çул тракторист пулса ĕçленĕ. Вăрман ĕçĕ паллах çăмăл мар, анчах та Петр Григорьевич парăнман. Мăшăрĕпе пĕрле 7 ача çуратса тĕрĕс çул çине тăратма тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн Петр Григорьевич Мичурин ячĕллĕ колхозра тракторпа тата тепĕр 5 çул ĕçленĕ. Ăна «Ĕç ветеранĕ» медальпе, виçĕ хутчен «Ĕç мухтавĕ» орденпа тата Хисеп грамотисемпе чысланă. Петр Григорьевич ĕçпе анчах мар, спортпа та питĕ туслă пулнă, чылай медале тивĕçнĕ. Паянхи кун та вăл кашни кун йĕлтĕрпе вăрмана уçăлма каять.
Петр Григорьевич Çарăклă поселокĕнче хисеплĕ çын. Мăшăрĕпе 47 çул пурăнаççĕ, мăнукĕсене тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парас ĕçре пулăшаççĕ. Вĕсем хăйсен ачисене, мăнукĕсене мĕн ачаран çĕре юратма тăван тавралăха хисеплеме вĕрентнĕ.