Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхра пиçĕхнĕ

07 марта 2009 г.

– Пирĕн ялалла пырсан Ольга Архиповна Аверкина çинчен çырмасăр ан кайăр-ха, питĕ ырă, хисеплĕ хĕрарăм. Ĕмĕр тăршшĕпе колхозра вăй хучĕ, хисеп тусамăрччĕ. Ун кун-çулĕ çав тери интереслĕ...– пĕлтерсе хăварнăччĕ Хураçырмари пĕр арçын редакцие кĕрсе тухнă май.

Ăшă хутшăнусем хуçаланнине Аверкинсен килне кĕрсенех туйса илетĕн. Ывăлĕпе кинĕ – Николай Петровичпа Алевтина Анатольевна – ваттине ача пекех пăхни, ăна пĕчченлĕхре нихăçан та хăварманни те тÿрех курăнать: утса çÿреймест пулин те унăн вырăн хатĕрĕсем шап-шурă та тап-таса, пÿлĕмĕ çутă, вăхăтра апатланать, калаçусăр хăшкăлмасть. Систермесĕрех килнĕрен, паллах, малтанах ватă çын вĕтĕнсе ÿкрĕ, çапах та хăйĕн çинчен кăмăллăн каласа пачĕ.

Ăмсанмалла пурнăç пулман Ольга Архиповнан. Кÿстÿмĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачаллах ĕçре пиçĕхнĕ. Çамрăклах ссылка нушине тÿссе курнă. Ашшĕ лашасем тытнăран, хĕлле вăрман нумай ĕçленĕ, патшалăх валли те хатĕрленĕ, çемьене тăрантарма хăмасем туса сутнă. Çулла çĕр ĕçĕнче тĕрмешнĕ. Шел, коллективизаци тапхăрĕнчи ăнланусăрлăх вĕсен çемйине те хĕстернĕ. «Пичче аттене «атя-ха выльăхсене кăшт чакаратпăр, ялта япăх калаçаççĕ, ссылкăна яраççĕ» тесе пĕрре мар каларĕ, анчах аттен сăмахĕ татăклă пулчĕ. Пире ярсан Ершепуçне çур ял ямалла, унта пирĕн пек пурăнакансем çур ял, терĕ. Анчах Ершепуçĕнчен пĕр киле – лавкка хуçин çемйине, пирĕн ялтан тăватă çемьене Анат Тагила илсе кайрĕç. Эпир пĕр çемьерен улттăн: аттепе анне, пиччепе акка тата эпир шăллăмпа иксĕмĕр»,– аса илет Ольга Архиповна.

Ссылкăра чылай вăхăт пулман пулин те, унти хăрушă, çын пурăнми условисем ĕмĕрлĕх ун чĕринче йывăр аса илÿсем хăварнă. Вун улттăри хĕрачашăн çынсем выçăпа аптăраса, йывăр ĕçлесе вилнинчен, паллах, тискертереххи нимĕн те пулман.

Тăван аккăш-шăллĕпе вĕсем яла виçĕ уйăхран таврăннă. Анчах вĕсене çуралнă килне каялла кĕртмен. Колхоз ăна Вăрнарти вăрман хуçалăхне сутнă иккен.

Ашшĕ ссылкăра икĕ çул пулнă. Анчах яла таврăнсан, курайман çынсем ун çинчен каллех элек сарнă. Çуркунне ăна Çĕрпÿри тĕрмене ăсатнă, кĕркунне кăларнă. Пиччĕшĕ вара ссылкăран виçĕ çултан кăна килнĕ.

– Пичче киличчен, вăл завод тунă çĕрте ĕçлесе укçаллăрах таврăнчĕ, эпир тип çăкăрпа çĕр улмисĕр пуçне нимĕн те çисе курман. Пурăнма пĕр пĕчĕк пÿртре хĕсĕнтĕмĕр. Колхоза кĕрсен тăранмалăх çăкăрне пачĕç-ха, анкартинче çĕр улми ÿстертĕмĕр, анчах укçа тавраш тытса курман,– халь кăна пулса иртнĕн каласа парать Ольга Архиповна.

1939-мĕшĕнче вăл Хураçырма каччипе Николай Борисовпа çемье çавăрать. Анчах хăрушă вăрçă каллех ун телейне татать, мăшăрне малтанхи уйăхсенчех фронта илнĕ. Шел, каялла таврăнма пÿрмен ăна. Çухату çине çухату – Ольга Архиповнан пĕчĕк ачи те çĕре кĕнĕ, пиччĕш-шăллĕне те вăрçă вучĕ çинĕ.

Чăн телей ун патне мирлĕ пурнăçпа пĕрле килнĕ. Шăпа ăна вăрçă хирĕнчен тин таврăннă Петр Иванович Аверкинпа пĕрлештернĕ. 35 çул пĕр чĕлхерен пурăннă вĕсем, виçĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Хĕрĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ, ывăлĕ юнашар пурăнать.

Ольга Архиповна ĕмĕрĕпех тăван колхозри фермăра вăй хунă, мăшăрĕ – комбайнерта. Кунсăр пуçне миçе çĕр çынна хитре çăматсем туса тăхăнтартман-ши вăл; Кĕпе-йĕм, фуфайкăсем чылай çĕленĕ.

Нумай макăрнипе, йывăр ĕçленипех ĕнтĕ унăн куçĕсем начарланнă, пуç ыратнипе аптăрать. «Çав вăхăтсене мĕнле чăтнă-ши, халĕ те тĕлĕнетĕп. Çынсем апат вăхăтĕнче тем те çиетчĕç, эпир вара... Анчах темле йывăр пулсан та, ята яман, вăрă ĕçне хăнăхман. Хальхи тутă пурнăç пуласса ун чухне шутлама та пултарайман. Кин ытла та тутлă çитерет, çавăнпах нумай пурăнса кайрăм пулĕ. Çитет ĕнтĕ пурăнса, çамрăксем пурăнччăр»,– хăйне темшĕн ытлашши пурăннăн туять вăл. «Ман пек вăрăм кун-çуллисем районта нумаййăн-и;»– çав вăхăтрах кăсăкланать вăл. Сăмах май, Ольга Архиповнан аккăшĕ 96-ччен, амăшĕ 91 çула çитиччен пурăннă. Эппин, унăн вилĕм çинчен шутлама иртерех-ха. Çумра ачисем, мăнукĕсемпе мăнукĕсен ачисем – вĕсем пĕтĕмпе 20-ĕн – пур чухне савăнса кăна пурăнмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика