07 марта 2009 г.

Ку хĕрсем çулталăк пуçланнăранпа çине-çинех темиçе ăмăртура палăрчĕç. Нумаях пулмасть вара вĕсем республика чысне Атăлçи федераци округĕнче ăнăçлă хÿтĕлерĕç.
Турнир Тольятти хулинче иртнĕ. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Ирина Львова тата ял хуçалăх техникумĕн технологи уйрăмĕн студентки Анжела Колпакова унта хăйсен ÿсĕмĕнче кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ.
Çак кунсенчех çавăн пекех Хусанта та çак шайри ăмăртăвах пулнă. Юниоркăсем хушшинче 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Лена Сладкова пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Юрий Григорьевич Львов, Виталий Петрович Трофимов тата Андрей Федорович Павлов патĕнче ăсталăха туптакан хĕрсем кĕçех Раççей финалне хутшăнĕç. Вăл Красноярск хулинче иртмелле.