Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçаруллă çынсем хисепре

07 марта 2009 г.

Аш-какай комбиначĕн мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тимлекен комплексĕн фермисем Малтикас Ялтăрара, Тăвальушкăнь Ялтăрара тата Кăмпалта вырнаçнă. Унта сатур çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсен хушшинче черченкĕ хĕрарăмсем те çурри сахал мар.

Кашниех сĕт, аш-пăш ытларах туса илессишĕн ырми-канми тăрăшать. Валентина Алексеевна Романован (сăн ÿкерчĕкре) пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 20 çул. Вăл аш-какай комбиначĕн аш сивĕтмелли цехĕнче мастер пулса та тимленĕ. Халĕ Малтикас Ялтăрари фермăра тĕп зоотехникра вăй хурать. «Ĕç кăтартăвĕсем ÿсчĕр тесен выльăх-чĕрлĕхе лайăх пăхмалла, пахалăхлă апат çитермелле», – терĕ Валентина Алексеевна. Хастар зоотехник хăйĕн опытне çултан çул пуянлатма тăрăшать. Вăл пĕлтĕр комплекс заведующийĕпе Валентина Тимофеевапа тата Татьяна Ильина техник-осеменаторпа пĕрле Словакире пулнă, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе мĕнле ĕçленипе паллашнă, кукуруза силосне çĕнĕ технологисемпе усă курса хатĕрлеме вĕреннĕ. Пуçаруллă утăм – ÿсĕм çăлкуçĕ. Комбинатăн хушма хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕхĕн ÿт хушаслăхĕ, кашни ĕнерен сĕт суса илесси ÿснĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика