Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Професси тĕрĕс суйласан малашлăх çутă пулĕ сан

04 марта 2009 г.

Кăçал районти вăтам шкулсенчен пĕтĕмпе 272 хĕрпе каччă вĕренсе тухать. Анчах вĕсенчен кашниех хăйсен пуласлăхне палăртнă-и; Паллах, çĕр проценчĕпех майлă хурав пама çук. Анчах та ку енĕпе пулăшупа ăнлантарăва туйнине пĕр вĕренекен те хирĕçлеймĕ.

Пĕрремĕшĕнчен, шкулсенче паян профильлĕ вĕрентĕве анлă çул панă, ачасем вăл е ку предмета тарăннăн вĕренеççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, пулас професси суйлавĕнче профориентаци кунĕсем ирттерни те пысăк пулăшу парать.

Иртнĕ эрнекунхи тĕл пулу шăпах çакна çирĕплетрĕ. Районти 11-мĕш классенче вĕренекенсем çак кун республикăри аслă вĕрентĕвĕн пилĕк заведенийĕ сĕнекен профессисемпе паллашма пултарчĕç. Тĕл пулăва район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Иванов уçрĕ, пулас профессие тĕрĕс палăртни пĕтĕм пурнăç никĕсĕ пулнине тĕпĕр хут аса илтерчĕ.

Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин паянхи вĕрентÿ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсем вĕренекенсен ăс-хакăлĕпе пултарулăхне туллин аталантарма май панине каларĕ, залра ларакансене тĕрĕс професси суйласа илсе район, республика, çĕршыв çирĕплĕхĕпе тăнăçлăхне сумлă тÿпе хывма ăнăçу сунчĕ.

Паллă ĕнтĕ, вĕрентÿ тытăмĕн çĕн варкăшĕ чи малтанах шкулсене, хыççăн пуçламăш професси вĕрентĕвне килчĕ. Улшăнусем халĕ институт-университетсене те кĕтеççĕ. Кĕçех аслă шкулсем икĕ шайлă – бакалавриат тата магистратура – вĕрентÿ тытăмĕ çине куçĕç. Ырă енĕ пур. Магистратура пĕтерекенсене акă малашне Европа çĕршывĕсенче ĕç тупма çăмăлтарах пулĕ, мĕншĕн тесен вĕсен унчченхилле хушма экзаменсем тытма тата тĕрлĕ тестировани витĕр тухма тивмĕ.

– Пытарма кирлĕ мар, Шупашкартах паян тĕрлĕ аслă шкулсем вуншар. Анчах ку тытăмри реформа çывăх çулсенче «путвалсенче» вырнаçнă институт-университетсене лицензисĕр, аккредитацисĕр хăварас хăрушлăх пур, – тĕрĕ хăйĕн сăмахĕнче Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ Валерий Андреев. – Çавăнпа та професси суйланă пекех аслă шкула та тĕрĕс суйлани вырăнлă.

Çĕнĕлĕхсем шкултан тухакансене кăсăклантарма тивĕç. Ахальтен-и вĕсем кооператив институчĕн экономика наукисен докторне А.Ефимова, гражданла право дисциплинисен кафедрин пуçлăхне М.Кириллова, çавăн пекех Автомобильпе çул-йĕр институчĕн Атăлçи филиалĕн директорне В.Федорова, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорне Н.Кириллов профессора, Санкт-Петербургри патшалăх политехника тата Раççей патшалăх социаллă университечĕсен представителĕсене И.Стрельникова тата Т.Леонтьевана тимлесех итлерĕç. Тĕпрен илсен, ертÿçĕсем, доцентсемпе докторсем хăйсен вĕренÿ заведенийĕсенче мĕнле специальноçсем илме пулнипе паллаштарчĕç, республикăра вĕрентĕве 2040 çулчченхи тапхăрта аталантарма йышăннă Стратеги çамрăксен пуласлăхне тухăçлă йĕркелеме пулăшакан генилле документ пулнине çирĕплетрĕç, вĕренĕве ытларах вăхăт уйăрма сĕнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика