Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуркуннене – анлă çул!

04 марта 2009 г.

Çуркуннене – анлă çул!

Хаваслă юрă-кĕвĕпе, шÿт-кулăпа, çуллă икерчĕпе ăсатса ятăмăр Çăварние кăçал, çавăн пек хаваслăхпах çуркуннене кĕтсе илтĕмĕр.

Вырсарникун поселокри культурăпа кану паркне пухăннисене малтанах район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин хĕрÿллĕн саламларĕ, çак уявра халăхăн йăли-йĕрки чыслăн упраннине палăртрĕ, район çыннисене пур сферăри тăрăшуллă ĕçĕшĕн тав турĕ. Çавăн пекех вăл кăçалхи Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче, уйрăмах кризис тапхăрĕнче, хамăр тăрăх аталанăвĕшĕн çине тăрарах тимлемеллине аса илтерчĕ.

Уява килнисен ячĕпе Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ Василий Львов та ăшă сăмахсем каларĕ. Поселенисем хушшинчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем вара кăçал та чаплă программа хатĕрлерĕç, вăйă-кулăпа, шÿтсемпе илентерсе пурнăç пăрăнчăкĕсене вăхăтлăха та пулин мантарма пултарчĕç. Сцена çине районти культура çурчĕсенчи артистсем Çăварние, çуркуннене, юратăва халалланă юрăсемпе тухрĕç, ташăсемпе килентерчĕç. Ял çыннисен пурнăçне савăнăç кĕртекенсене, культурăна аталантарассине тÿпе хывакансене, паллах, асăнмалăх парнесем кÿчĕç. Чи çивĕччи-йăррисем конкурссенче вăй виçрĕç.

Футбол площадкинче пĕр вăхăтрах спорт вăййисем пычĕç. Çĕрпелти Владимир Туркин, Кайри Тукайри Леонид Трофимов, Вăрнарти Ольга Владимирова ачасене Çăварни катаччийĕ чуптарчĕç. Ачасем уйрăмах Мăньял Хапăсран Валерьян Волков ертсе пынипе кÿлнĕ тройкăпа ярăнассишĕн ăнтăлчĕç. Урхамахсен хуçисем пурте парнесене тивĕçрĕç.

Сцена çумĕнче районти шкулсенче, ача-пăча пултарулăх çуртĕнче тата ÿнер çуртĕнче вĕренекенсен аллипе ÿссе ларнă «юр-хулари» фигурăсем – сăмавар, юмахри симĕс крокодил, пулă, тимĕр шапа, çавăн пекех пысăк тăвайкки – ачасемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕç, вĕт-шакăр вĕсенчен мĕн уяв вĕçленичченех татăлмарĕ.

Суту-илÿ вырăнĕсенчен икерчĕн, чей, шашлăкăн техĕмлĕ шăрши те аякка сарăлчĕ... «Кризис» ятпа «хăлаçланакан» Çăварни катемпине çунтарса янă самант уйрăмах тыткăнларĕ. Çынсем укçа-тенкĕ йывăрлăхĕ хĕл пекех асра кăна юлассине шанса унпа хаваспах сыв пуллашрĕç.

Уяв кăçал та çÿллĕ шайра иртнинче йĕркелÿ комитечĕпе йĕрке хуралçисен тÿпи те пысăк. Милици ĕçченĕсем уйрăмах тимлĕхе вăйлатрĕç. Çавăнпах-тăр çак кун паркра ÿсĕр-каккăрсем курăнмарĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика