04 марта 2009 г.
Карттă çинче Сахалин утравĕ пулă евĕр курăнать. Йĕри-тавра – тинĕс-океан. Кирек хăш еннелле пăхсан та тырă капанĕсем лартса тухнă пек сопкăсем курăнаççĕ. Пĕр пек нÿрĕ тăнăран-ши, курăк çынран çÿллĕ ÿсет. Калăпăр, хупах çулçипе... утиял вырăнне витĕнсе выртма пулать. Анчах сăвă-юрăра мухтакан шурă хурăн кунта ытла та хурлăхлăн-асаплăн çитĕнет – лутра та кукăр-макăр.
Утрав çинче упапа мулкач темĕн чухлех, кашкăр таврашĕ пирки вара каланине илтмен. Çанталăкĕ те материкрипе танлаштарсан йăлтах урăхла: çулла пĕр вĕçĕм çумăр лÿшкет, кĕркунне – октябрьте – пиçсе каймалла хĕвел шăрантарать, шыва кĕрсе киленеттĕмĕр. Хĕлле чышкă пысăкăш юр пĕрчисем эрни-эрнипе пĕлĕтрен ÿкеççĕ. Çĕр каçиччен çурт тăрри таранччен юр витсе лартать.
Упа тенĕрен, пĕррехинче мыскара пулса тухрĕ. Канмалли кун умĕн техник-инженер Терехов капитан штаба чĕнчĕ те ирхине тягача ăшăтса тапратма хушрĕ. Ыран 15-мĕш Çар командующийĕ ухутана килсе çитмелле иккен. Салтакшăн пулсан – мĕн хушнă, çавна пурнăçламалла. Ирхине вунă сехет тĕлне пысăк пуçлăхсем персе çитрĕç. Пĕлме çук, хăшĕ – командующи, хăшĕ – ăна пăхăнаканни, пурте кĕрĕклĕ, çĕлĕкĕсем те çар çыннин мар. Ухутниксем пурте автоматсемпе, Терехов капитанăн 10-мĕш класра вĕренекен ывăлĕн кăна – сунарçăн икĕ кĕпçеллĕ пăшалĕ.
Кĕçех çула тухрăмăр. Тĕллев паллă: шăтăкĕнче çывăракан упана тытса таврăнмалла. Тягач хыççăн юр пĕлĕчĕ çавра çил пек пĕтĕрĕнет, нимĕн те курăнмасть. Терехов капитан хулпуççинчен урисемпе тĕксе хăш еннелле каймаллине ăнлантарса пырать. Çитсе чарăнтăмăр. Ухутниксем хавхаланса калаçаççĕ. Терехов капитан, Çĕпĕрте çуралса ÿснĕскер, ачаран ухутана çÿренĕ, хĕлле упа тытнă çĕре те сахал мар хутшăннă. Упана шăчăпа йăкăрласа вăратнă хыççăн камăн мĕн-мĕн тумаллине тĕплĕн ăнлантарчĕ.
Кĕçех кĕрĕкне хывса пăрахрĕ те фуфайка вĕççĕнех пуçларĕ упа шăтăкне шăчăпа пулхатма. Унччен те пулмарĕ, хăрушшăн мĕкĕрсе, упа сиксе тухрĕ. Малти урисемпе юра сирпĕтет кăна. Автоматлă сунарçăсем чĕрчуна курсанах çухалса кайрĕç, аяккалла чăл-пар тапса сикрĕç. Терехов тарса ÿкеймерĕ. Упа иккĕ-виççĕ сиксех фуфайка çаннине хывса илчĕ те офицера хăй айне персе чикрĕ. Юрать-ха, Терехов ывăлĕ маттур пулчĕ. Вăл упа патне чупса пычĕ те пуçĕнчен тĕллесе икĕ хутчен хаплаттарчĕ. Кунашкал мыскарана кĕтмен капитан упа айĕнчен йăшаланса тухрĕ те киревсĕр сăмахсен шутне хĕрхенмесĕр хаяррăн ятлаçса илчĕ. Пурте лăплансан упана тиерĕç, пĕрер черкке коньяк ĕçнĕ хыççăн чаçе йĕркеллех таврăнтăмăр.
Малалла мĕн пулнине пĕлейместĕп, Терехов капитанран та ыйтма тÿр килмерĕ. Вăл утраври полкра тăхăр çул хушши службăра тăнă. Çак хушăра хăйне материка куçарма ыйтса темиçе рапорт та çырнă, анчах кăлăхах. Хайхи кĕç-вĕç синкерлĕ вĕçленмен ухутана çар командующийĕ те хутшăнни пулăшрĕ-ши, пĕлместĕп, анчах Терехова майор званийĕ парса Белорусси çар округне куçарни çинчен калакан приказа «Часовой Родины» хаçатра хам куçпах вуласа куртăм.
Унтанпа вуншар çул иртрĕ пулин те, Сахалинри ухутара пулса тухнă мыскара халĕ те куç умĕнчех. Енчен те Терехов капитан ывăлне пĕрле илмен пулсан, хаяр упа ăна ним мар туртса çуратчĕ. Тата: алăра пăшал пулсан та этемĕн чунĕпе айванлăхĕ инкек-синкекре яр уççăн палăрать иккен. Шел, ун чухне упасене хÿтĕлекен саккун пулман. Çапла, çутçанталăк саккунĕсене те уямаллах.