04 марта 2009 г.
Шкул ачисен спартакиади йĕркипе ку канмалли кунсенче вăтам шкул командисем шашкăлла выляса ăмăртнă.
Пĕтĕмĕшле кăтартупа Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкула çитекенни пулман. Кульцав тата Малти Ишекри шкулсен командисем – иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Уйрăм хăмасенче çак ачасем мала тухнă: Евгений Харисанов (Малти Ишек), Сергей Шемерев (Кульцав), Алиса Владимирова (1-мĕш шкул), Владимир Лукин (1-мĕш шкул), Александр Афанасьев (Малти Ишек), Екатерина Иванова (Калинино), Александр Афанасьев (Калинино), Майкл Петров (1-мĕш шкул) тата Марина Корнилова (Кульцав).
Çак кунах ку тĕспе район первенствине те ирттернĕ. Малти вырăнсене Вăрнарти 1-мĕш, Кульцаври тата Вăрманкасри шкулсем пайланă.