04 марта 2009 г.
– Çакнашкал тĕл пулусем çамрăксене сывă пурнăç йĕркине ытларах хăнăхтараççĕ, туслăха çирĕплетеççĕ, ыттисене тĕслĕх кăтартаççĕ, – палăртать Мăн Явăш ял поселенийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыракан Николай Иванов.
Вăл пуçарнипех акă нумаях пулмасть ял çамрăкĕсем Хапăс волейболисчĕсемпе тĕл пулнă, хĕрÿ тупăшура ăмăрту хуçисене 5:0 шутпа парăнтарнă. Командăра – Денис Никифоров, Андрей Макаров, Эдуард Константинов, Борис Константинов, Николай Никифоров, Виктор Павлов. Паллах, çак çĕнтерÿ ахаль пулман, ял çамрăкĕсем тăван шкулăн спорт залĕнче кунсеренех тренировкăсем ирттереççĕ.