Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тунсăхлама вăхăт çук

28 февраля 2009 г.

Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче пурăнакан-сипленекенсен тунсăхлама вăхăт çук. Кунта культура пурнăçĕ вĕресе кăна тăрать. Кашни уйăхрах интереслĕ мероприятисем иртеççĕ, вĕсене пурте чылаййăн пысăк хавхаланупа хутшăнаççĕ. Хăйсем те тĕрлĕ вырăнсене тухса çÿресе çынсене илемлĕ пултарулăхпа савăнтараççĕ кăна мар, интернатра та тĕрлĕ артистсене, юрра-ташша юратакан хăнасене яланах хапăлласа йышăнма хатĕр.

Уявсем те интернатра, И.Яковлева культорганизатор пуçарса йĕркелесе пынипе, чылайлăха асра юлмалла иртеççĕ. Ку уйăхра, акă, Юратакансен кунне хаваслă уявланă: программăна чи асамлă туйăма – юратăва – мухтакан юрăсене, кăсăклă конкурссене кĕртсе концерт хатĕрленĕ.

Çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă уяв вара уйрăмах хăйнеевĕрлĕ иртнĕ. Интернатра пурăнакан-сипленекенсем вырăс халăхĕн вăййисене аса илсе çĕнĕрен чĕртме шутланă. «Молодецкие забавы» ятпа конкурс йĕркеленĕ. Авал анлă сарăлнă, халĕ манăçа тухнă «Стенка на стенку», «Сапоги-скороходы» тата ытти вăйă, конкурс вăхăтĕнче янăранă вырăс халăх юррисем пурин кăмăлне те тивĕçтернĕ.

Февралĕн 21-мĕшĕнче вара интернатра сипленекенсем Красноярскри куçса çÿрекен «Мулен Руж» цирк представленине çитсе курнă, мартăн 5-мĕшĕнче ЧР патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсене хăнана кĕтеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика