28 февраля 2009 г.
Районта тĕрлĕ предметсемпе иртнĕ олимпиадăсен çĕнтерÿçисем республикăри тупăшăва хутшăнассине пĕлтернĕччĕ. Çапла тăватă шкулти 5 вĕренекен унта та çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
Вĕсем çаксем: Санарпуçĕнчи Олеся Иванова обществознанипе 1-мĕш (учителĕ Н.М.Смирнова), Калининăри Федор Виноходов технологипе 2-мĕш (Г.Н.Кошкин), Кульцаври Мария Корнилова вырăс литературипе 3-мĕш (С.В.Борисова), чăваш чĕлхипе Света Петрова 2-мĕш, Оля Полякова 3-мĕш (Н.Н.Михайлова) вырăнсене йышăнчĕç. Ачасен çитĕнĕвĕсемпе вĕрентекенсене те саламламалла. Вĕсене малашне те ăнăçу сунатпăр. Çитес çул çĕнтерÿçĕсен шучĕ татах ÿссе пытăр.