28 февраля 2009 г.
Пĕрре янтă пурнăçпа пурăнма вĕреннĕ çынна тÿрленме йывăр пулинех. Ыттисем пек тар тăкса ĕçлес килмест – капла çăмăлтарах-çке. Теприсем иртен пуçласа каçчен тăрмашса укçа ĕçлесе илеççĕ, çав вăхăтрах кукăр алăллисем вĕсене пурлăхсăр хăварса хăйсем тупăш тăваççĕ. Шел те, темшĕн çакнашкаллисем пирĕн обществăра сахал мар.
Вăрнар çамрăкĕсене А.Мартыновпа П.Семеновах илер. Пĕри вун тăххăрта, иккĕмĕшĕ кăçал вунсаккăр кăна тултарнă. Çапах та икĕ юлташ, çамрăк пулин те, пĕр хутчен мар саккуна пăснă. Ниçта та ĕçе вырнаçман, ирĕклĕ пурнăçа юратнă. Çиме-тăхăнма укçа тупас тесе чи ансат меле – вăрлассине – суйласа илнĕ.
Çак сăлтавпах кăçалхи январь уйăхĕнче Вăрнар район сучĕ юлташсен черетлĕ ĕçĕсене пăхса тухнă. Унччен те айăпланнă çамрăксем ку преступленилле ĕçсене пĕлтĕрхи çулла тунă. Июлĕн 11–12-мĕшĕсенче, акă, А.Мартынов Вăрнарти Комсомольски урамĕнчи пĕр çуртра «хăнара» пулнă. Анчах ырăпа килекен çынсем пек хуçисем чĕннипе мар, пачах урăхла – килте никам та çук чух. Мĕншĕнне ăнлантăр ĕнтĕ – ют пурлăха çаратма. Çапла, А.Мартынов Вăрнарти С.Дужонкован хуçалăхне кĕрсе кайнă. Вăхăта сая яман çамрăк – кил хушшинче ларакан «Волга» автомашинăран «Панасоник» магнитола кăларса илнĕ, электронасос та йăтса тухнă. Кил хуçисем çуккипе туллинех усă курас тенĕ-ши е машинăра тупăннă япаласемпе çырлахман-ши, çапах та пÿрте те кĕрсе тухмасăр чăтайман вăрă. Кунта вăл тата 3 пин тенкĕпе пуянланнă. Ытла та выçлăхланнă-ши – сигарет пачкисем куç тĕлне пулсан, вĕсене те кĕсьене чиксе хунă.
Июлĕн 17-мĕшĕнче тепĕр киревсĕр ĕç пурнăçланă А.Мартынов. Ку хутĕнче юлташĕ – вун саккăрти П.Семенов – хĕтĕртнипе. Лешĕ ăна Пионерская урамри Ф.Рябинкован хуçалăхне çаратма сĕннĕ те тантăшĕ пач туртăнса тăмасăрах килĕшнĕ. Çак каç кил хуçи хĕрарăмĕ пĕлĕшĕ патĕнче нумай та мар – сехет çурă – енне кăна пулнă. Апла пулин те вăрăсене пуçтахланма çитнĕ те. Икĕ юлташ карта урлă каçса кил картине кĕнĕ. Çурт алăкне çăрапа питĕрсе илни те чăрмав пулман вĕсемшĕн. Пĕри çăрана тимĕр лартнă, тепри çав вăхăтрах хытă тапнă – алăк çăмăллăнах парăннă. А.Мартынов пÿртрен сăмакун янă банкăна йăтса тухнă, П.Семенов вара сĕтел çинче кĕнеке хушшинче выртакан 4 пин тенкĕ укçана шыраса тупнă.
Темле явăнсан та вĕренĕн вĕçĕ пур теççĕ. Пурнăçра та çаплах – саккуна пăснăшăн пурпĕрех явап тытма тивет. Вăрă ĕçĕпе хăтланнă икĕ юлташ та унтан хăтăлайман. Вăрнар район сучĕ вĕсене икĕ çул та ултă уйăхлăха ирĕкрен хăтарса пĕтĕмĕшле режимлă колоние юсанма яма йышăннă.