Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашлу иртнĕ

28 февраля 2009 г.

«Терроризма хирĕç тăрасси çинчен» федераллă саккуна тата РФ Президенчĕн «Терроризма хирĕçле мерăсем çинчен» указне пурнăçласа, шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕ район администрацийĕпе, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсемпе тимлекен пайĕпе тата ытти учреждени-организацисемпе пĕрле террорла актсемпе çыхăннă чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе комплекслă мероприятисем ирттерет. Çак тĕллевпех районта ятарласа муниципаллă оперативлă ушкăн йĕркеленĕ.

Нумаях пулмасть, район администрацийĕнче терроризма хирĕçле комиссин канашлăвĕ иртнĕ. Чи малтанах шалти ĕçсен районти пайĕн штаб пуçлăхĕ милици подполковникĕ Я.Никифоров террорла актпа çыхăннă хăрушă лару-тăрура пурнăçа кĕртмелли пĕрремĕшле мероприятисем пирки каланă. Кунашкал киревсĕр ĕçсене районта тăвассине пÿлсе лартма оперативлă ушкăнăн мĕнле йĕркепе тимлемеллине те сÿтсе явнă.

Канашлун кун йĕркинчи çивĕч ыйтусенчен пĕри уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, пысăк хăрушлăх кăларма пултаракан объектсенче, çынсем массăллă пухăнакан вырăнсенче хăрушсăрлăха тивĕçтересси пулнă. Я. Никифоров хăш-пĕр учреждени-организацисенче ку тĕлĕшпе тупса палăртнă çитменлĕхсене асăнса хăварнă, вĕсене кĕске вăхăтрах пĕтерме хушнă. Террорла актсене асăрхаттарас, чрезвычайлă лару-тăрура тĕрĕс йышăнусем тума хăнăхусене çирĕплетес тĕллевпе вĕренÿсем ирттересси пирки те уйрăммăн чарăнса тăнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика