25 февраля 2009 г.
Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркеленĕ «Çĕр улми – 2009» отрасль куравне 47 предприятипе организаци хутшăннă. Çав шутран иккĕшĕ чикĕ леш енчен – Германирен, вунвиççĕшĕ – çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен. Чăваш Республикинчи 32 предприяти куравра экологи енчен таса çимĕç тăратнă. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ А.Борисов каланă тăрăх, Вăрнар çĕр улмийĕ пахалăхлă пулнине «Санары», «Агрохмель», «Кольцовка» агрофирмăсем тивĕçлĕн кăтартнă. «Август» фирма пестицидсем кăларассипе тата сутассипе çĕршыв рынокĕнче малта пырать. Унăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ курава уй-хир культурисене им-çамламалли препаратсем илсе килнĕ.
Çак кунах «Çĕр улми çитĕнтерес ĕçри инноваци аталанăвĕн малашлăх тĕллевĕсем» ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртнĕ, унта тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнă.